Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк чыса тивĕçлĕ хĕрарăм

01 июня 2017 г.

Хальхинче сăмах кушелне Тушкил ялĕнчи Ольга Сергеева кун-çулĕпе паллаштарас тĕллевпе уçас терĕм. Ăна эпĕ чылайранпа пĕлетĕп, çак сăлтавпа вулакансене унăн нумай енлĕ таланчĕпе тĕлĕннине каласа парам.
Ольга Ивановна пек муттур çын таврара сахал. Пĕлтĕр 60 çул тултарчĕ пулсан та туртăмĕ, вăй-халĕ вĕресе тăрать! Вăл 6 çул вырăнти “Сурпан” фольклор ушкăнне ертсе пырса таврара кăна мар, республика тулашĕнче те концертсем лартса ентешĕсене нумай килентернĕ. Ытти чĕлхепе калаçакансем те чыс туса тăвăллăн алă çупнă. 
“Ăçтан хăват çитереççĕ-ши;”-тесе ыттисем тĕлĕннине сахал мар илтме тÿр килнĕ. 
Элĕк районĕнчи Шĕмшеш салинче 1956 çулта çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ тăватă ачине тĕнчене юрăхлă пăхса çитĕнтернĕ. Ольга мĕн пĕчĕкрен юрлама, ташлама килĕштернĕ, нумай вуланă, пĕр ĕçрен те пăрăнман. Шкулта чухнех тăван чĕлхепе, халăхăн йăли-йĕркипе кăсăкланнă, хăйĕн уçă сассипе концертсенче юрласа-ташласа халăха савăнтарнă.
Ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне суйласа илнĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсем чи хĕрÿллĕ вăхăтсем пулнă. Ольга фольклор енĕпе тĕпчев ĕçĕсене, наука конференцийĕсене хутшăннă, таланчĕ пуянланса, аталанса пынă. Артист профессине çăмăлах суйласа илме пултарнăскер, учитель ĕçнех кăмăлланă. 1978 çулта дипломлă хĕре направленипе Тăвай енри Тушкилти вăтам шкула вĕрентме янă. Пĕлмен вырăнта çухалса кайман вăл, чăваш тĕнчи мĕнпе çыхăнса пурăнать - çавсене тăрăшса малалла аталантарнă. 28 çул пулнă шкул ĕçĕнче. Ольга Ивановна вĕрентнĕ ачасем халĕ хăйсем çемьеллĕ. Унтанпа тĕрлĕ çĕрте нумай-нумай концерт, спектакль лартнă, конкурссене хутшăннă, ăмăртусем ирттернĕ. “Сурпан” ертÿçи Ольга Сергеева илемлĕ те çепĕç сассипе юрласа ярсан тата хавхалануллăн сăвă вуланине итлесен, çурăм тăрăх темĕн çÿçентерсе илнине сисетĕн. Ахальтен мар: “Пирĕн иккĕмĕш Вера Кузьмина!”- тет ун пирки куракансенчен нумайăшĕ. Тĕрĕс, килĕшмелле. Ку тăрăха чапа кăларчĕ! Вăл тата чăваш сăмахĕпе грамматики пирки тĕплĕн, тарăннăн каласа пама пултарать. “Хурçă чĕлхеллĕ!” _ тетпĕр эпир çакăн пирки, сăвăçсем. Ольга Ивановна каярахпа район хаçачĕн редакторĕнче пĕр хушă тăрăшрĕ. 2013 çулта чăваш хĕрарăмĕ-сен 16 съездне хутшăнса республика пуçлăхĕнчен парне _ алла çыхмалли сехет илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Унăн килти арчинче 19 ĕмĕр вĕçнелле туса хатĕрленĕ чăваш хĕрарăмĕн тумĕ, эрешсем, ама, шÿлкеме, мăй çыххи ?чапчушка/, хушпу, тухья упранаççĕ. Вĕсене авалхи кĕмĕл укçасемпе илемлетнĕ. Çак хаклă, паха япаласем Ольгăна кукамăшĕнчен, амăшĕнчен куçса юлнă. Çакăн пек пуян çи-пуçа музейсенче те сахал куратăн. Нумай пулмасть Ольга Ивановна чăваш хĕрарăмĕн тумне тата тĕрĕ-эрешсене районти конкурса тăратса малти вырăна тухнă, унтан Шупашкарти Атăлçи тăрăхĕнчи “Наци эрешĕ” конкурсра лауреат дипломне тивĕçнĕ. Унччен хĕрарăмсен юхăмне хастар хутшăннăшăн Раççей шайĕнчи Тав хучĕ парса чысланăччĕ ăна. Çакнашкал Хисеп грамотисемпе дипломсем, парнесем пайтах унăн.
Чăннипех мухтава тивĕç Ольга Ивановна! “Малашне те ентешсене савăнтарăр, тĕлĕнтерĕр”, - тесе калас килет. Республика кунĕнче те пĕрре кăна мар пултарулăхĕпе савăнтарнă хăнасене тушкилсем. Кăçал “Сурпан” фольклор ушкăнĕпе Ульяновскри “Акатуй” уявне кайма тĕллев тытнă. Чĕмпĕртен Тушкиле ятарласа йыхрав та янă. Вăл тунă, туса пыракан ĕçсене хакласа, ăна хавхалантарса “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятпа чысласан аванччĕ тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика