Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх кăтартусемшĕн - ятарлă стипендисем

13 января 2017 г.

Лайăх кăтартусемшĕн - ятарлă стипендисем

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе вĕренỹре, ăслăлăхпа тĕпчев, пултарулăх тата общество, бизнес-проект ĕçĕсенче лайăх кăтартусем тунă студентсемпе çамрăксене творчествăри пысăк ăнтăлушăн 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен уйăхсерен ятарлă стипендисем пама палăртнă.

Кăçал Тăвай районĕнчен 15 яшпа хĕр пысăк награда лауреачĕсем пулса тăнă. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех стипенди илсе тăрĕç.

Асăннă стипендие тивĕçлĕ пулнă:

Ванесса Григорьевна Абржина, "Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ" хушма пĕлỹ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕнче "Эстрадăпа джаз искусстви" уйрăмра вĕренекен;

Екатерина Олеговна Гурьева, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;

Елена Михайловна Евдокимова, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;

Александра Валерьевна Захарова, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;

Елена Николаевна Иванова, "Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ" хушма пĕлỹ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕн "Хорпа юрласси" уйрăмăн преподавателĕ;

Татьяна Валерьевна Иванова, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн юрисчĕ;

Михаил Алексеевич Капитонов, Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекен;

Наталия Владимировна Королева, районти централизациленĕ клуб тытăмĕнчи "Тăвай ен" халăх ансамблĕн балетмейстерĕ;

Алина Олеговна Лисова, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;

Иван Петрович Муханов, Мучарти вăтам шкулта вĕренекен;

Анна Леонидовна Николаева, Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен;

Виктория Викторовна Симушкина, Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекен;

Анастасия Сергеевна Степанова, "Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ" хушма пĕлỹ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕнче "Сăнарлă ỹнер" уйрăмра вĕренекен;

Диана Петровна Табакова, Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекен;

Евгения Сергеевна Якимова, Тушкилти вăтам шкулта вĕренекен.

 

Районти пултаруллă çамрăксен йышĕнче вĕренỹ пайĕн юристне Татьяна Иванована та (сăн ỹкерчĕкре) куратпăр.

"Ĕçре пуçарулăхпа, активлăхпа палăрса тăрать. Тỹрĕ кăмăллăхне, хастарлăхне кура ăна районти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма шанчĕç. Вĕренỹ пайĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕн тивĕçне те яваплăха туйса пурнăçласа пырать. Ĕçтешĕсем хушшинче авторитетлă", - терĕ райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ пирки сăмах хускатсан.

Тушкил хĕрĕ вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн аслă вĕренỹ учрежденире пĕлỹ пухса юрист профессине илнĕ. Дипломлă специалист хăйĕн малашлăхне тăван районпа çыхăнтарнă.

Татьяна Валерьевна хĕрарăмсен юхăмне аталантарас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартать. Сентябрь уйăхĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен обществăлла организацийĕ 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май районта та мероприятисен планне хатĕрленĕ. 2016 çулта Тăвайри хĕрарăмсен уйрăмĕ республикăри конкурсăн "Çемьери кăмăл-сипет пуянлăхĕпе йăласене сыхласа тата упраса пынăшăн" номинацийĕнче çĕнтернĕ. Паллах, çак çитĕнỹре Т.Иванован тỹпи те пĕчĕк мар.

Икĕ ача амăшĕ сывă пурнăç йĕркине анлăрах пропагандăлас тĕлĕшпе физкультурăпа спорт юхăмне тата та вăйлатса пымаллине палăртрĕ. Хăй вара ку енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине тĕрлĕ ăмăртусенче кăтартать. Хĕрарăмсен волейбол командипе республикăра район чысне ăнăçлă хỹтĕлет. Пĕрре кăна мар ялти спортсменсен тупăшăвĕнче Тăвайри волейболисткăсем республика чемпионĕсем пулса тăнă, кубоксене çĕнсе илнĕ.

Малашне те ăнăçусем сунатпăр сире, Татьяна Валерьевна!

Р.ШУМОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика