Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур та иккен Тушкил хĕрĕ

22 сентября 2016 г.

Маттур та иккен Тушкил хĕрĕ

Тăвай енри спортпа туслă çамрăксем республикăра кăна мар, Раççей шайĕнчи тупăшусенче палăрни савăнтарать. Икĕ-виçĕ çул каялла пулĕ район хаçатĕнче Надежда Мокеева хушаматне асăннăччĕ, Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен хĕрача çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче призерсен йышне кĕнине пĕлтернĕччĕ.

Çак кунсенче Надеждăн амăшĕпе Венера Ивановнапа калаçма тỹр килчĕ. Вăл Тушкилти Моряков хресчен фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта тăрăшать. Мăшăрĕ Владимир Николаевич, ялти нумай арçын пекех, Мускавра строительство ĕçĕнчеччĕ. Кĕçĕн хĕрачи Настя 4 çулта, садике çỹрет. Аппăшĕ пекех халех вăр-вар.

Малтанах сăмах Надеждăн спортри черетлĕ çитĕнĕвĕ пирки пычĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Кострома хулинче хăвăрт утас енĕпе Раççей кубокĕ иртнĕ. Тушкил хĕрĕ 23 çула çитмен хĕрсем хушшинче тупăшнă. Çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ 20 километрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илнĕ. Спортри ăсталăха вăл Олимпиада Ивановапа Лариса Тихонова тренер-преподавательсем патĕнче ỹстерет. Вĕсем те маттур воспитанникĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ. Раççей спорт мастерĕн нормативне Шупашкар хулинче кăçалхи июньте иртнĕ Раççей чемпионатĕнче пурнăçланă. Ун хыççăн Мускаври "Спорт çăлтăрĕсем_2016" ăмăртура çĕршыври паллă спортсменсемпе тупăшса 5-мĕш вырăн йышăннă.

-Надеждăн çĕнтерĕвĕ - çемье çитĕнĕвĕ те,- тет Венера Ивановна. - 7-мĕш класра чухне суйласа илчĕç ăна Олимп резервĕсен шкулне. Çавăнтанпа хĕрĕмпе пĕрле эпир те ăмăртусенче, тренировкăсенче тейĕн. Уншăн савăнатпăр, пăшăрханатпăр та. Киле канмалли кунсенче çеç килсе каять, вăхăчĕ те çукрах çав. Пĕрлештернĕ командăн тренировкисем те тĕрлĕ çĕрте иртеççĕ. Сочире пулнăччĕ, Киргизире те...

Надя ачаран ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ. Çирĕп характерĕпе палăрнă. Пуçланă ĕçне вĕçне çитерессине йăлана кĕртнĕ. Çакă та ỹсĕмсем тума май панă пулĕ. Спортра вĕт вăйлисем, чăтăмлисем, мал ĕмĕтлисем çĕнтереççĕ. Чи малтанах шкулти ăмăртусенче мала тухса районти, унтан республикăри тупăшусене хутшăннă. Ку енĕпе аслисем те уншăн тĕслĕх пулнă. Ашшĕпе амăшĕ йĕлтĕрпе чупса пĕрре кăна мар пъедестал картлашкисем çине хăпарнă.

-Аслашшĕ те ялти вăйлă спортсменччĕ,- калаçăва малалла тăсрĕ Венера Ивановна. -Çамрăк чухне футболла выляса ял чысне хỹтĕленĕ. Йĕлтĕрпе те чупнă. Мăнукĕ ун пек пулма тăрăшатчĕ. Ир-ирех пĕрле зарядка тăватчĕç, ỹт-пĕве пиçĕхтеретчĕç. Канашлатчĕç пĕр-пĕринпе. Асли сĕннипех çăмăл атлетикăпа çывăхланчĕ. Мăнукĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе хавхаланатчĕ. Николай Иванович çĕре кĕни çулталăк ĕнтĕ. Пысăк çухату пулчĕ пирĕншĕн.

Надеждăпа калаçнă вăхăтра вăл çăмăл атлетикăна чунпа парăннине туйса илтĕм. Студентка занятие васкатчĕ. Унтан тренировкăсем кĕтетчĕç. Вара алла кĕнеке тытмалла. Н.Мокеева кооператив университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Юрист пуласшăн.

Пултаруллă хĕр пур çĕре те ĕлкĕрет. Утса мар, чупса çỹрет тейĕн. "Вутăш пек вăл",- теççĕ тантăшĕсем ун пирки. Вĕренỹре те маттур, зачеткинче "пиллĕксем" кăна. Спортри ỹсĕмĕ те курăмлă.

Р.ШУМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Надежда Мокеева (сулахайран иккĕмĕшĕ) ăмăрту вăхăтĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика