Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ентешсене чысларĕç

17 августа 2016 г.

Пултаруллă ентешсене чысларĕç

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тушкилти вулавăша халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта пултаруллă ентешсен юбилейне - Валерий Шарапов 70 çул тата Ольга Савандеева 95 çул тултарнине паллă турĕç. Асăну каçне йĕркелесе пуçарса яракансем Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Галина Матвеева, Тушкилти Н.Н.Камасева библиотекарь, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров пулчĕç.

Мероприяти Тушкилти культура çуртĕнчи "Сурпан" фольклор ушкăнĕ хавхалануллăн чăваш халăх юррисене шăрантарнипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисене Н.Камасева юбилярсен кун-çулĕпе, вĕсен творчествипе паллаштарчĕ.

Камсем-ха вĕсем, çакăн пек уява тивĕçлĕ çынсем?

Валерий Шарапов Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă чухне йывăр чирлесе ỹкет - утайми те, уççăнах калаçайми те пулать. Анчах тин кăна пурнăç çулĕ çине тухакан каччă хăйĕн йывăр килсе тухнă шăпине парăнасшăн пулман, литература ĕçне кỹлĕнет те кĕске пурнăçĕнче икĕ кĕнеке çырса кăларма ĕлкĕрет. Унăн "Уйăх çаплах çутатать" повеçĕ тăрăх Геннадий Терентьев хатĕрленĕ радиоспектакле Чăваш радиопа час-часах итлеме пулать. 32 çулхи çамрăкăн пурнăçĕ 1978 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче чире пула татăлать.

Ольга Савандеева пурнăçĕ те çăмăлах пулман. Вăл та шкулта пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех йывăр чирпе аптăраса илет. Анчах пурнăçри йывăрлăха парăнмасăр çыру ĕçне пикенет. Вăл пурĕ виçĕ кĕнеке авторĕ. О.Савандеева ячĕ "Чăваш литературин антологине" кĕрсе юлнă. 61 çула çитсен 1982 çулта пирĕнтен уйрăлса каять.

Юбилярсене асăнса пухăннисем ырă, ăшă сăмахсем каларĕç. Вĕсен хушшинче: Ольга Павлова - учительница-пенсионер, О.Савандееван йăмăкĕн хĕрĕ; Алевтина Данилова - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ; Анатолий Иванов - комсомолта ĕçленĕ чухне В.Шараповпа тачă çыхăну тытнă çынсенчен пĕри; Фаддей Петров - Пуянкассинчен, О.Савандеевана питĕ лайăх пĕлнĕ; Римма Морякова - В.Шараповăн "Ашшĕ вăл - ашшĕ" ятлă повеçĕнчи тĕп геройсенчен пĕри, ятне те улăштарман, унта та Римма ятлă вăл; Таисия Петрова - библиотекарь-пенсионер, В.Шараповăн "Пурнăçа юратсан" кĕнекен содержанийĕпе паллаштарчĕ; Ольга Сергеева - учительница, О.Савандееван çемйипе халĕ те çыхăну тытать; Людмила Степанова - пенсионерка, В.Шараповсемпе кỹршĕллĕ пурăнать; Анастасия Павлова - О.Савандеева çырăвĕсене редакцие çитерме пулăшнă.

Нумай ырă сăмах каларĕ В.Шарапов çинчен Кармал шкулĕнче ĕçленĕ, халĕ Урнарта учительте тăрăшакан Геннадий Германович поэт. Вăл хăйĕн кĕнекисене Тушкил ял библиотекине, çавăн пекех хăйĕн пултаруллă вĕренекенĕ пулнă Нелля Матвеевана парнелерĕ. Юлашкинчен В.Шарапова халалласа çырнă сăввине вуласа кăтартрĕ.

Пухăннисемшĕн пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ Вăрмарта пурăнакан Галина Матвеева тухса калани. Вăл В.Шараповăн юбилейĕ тĕлне çыравçăн хайлавĕсен пуххине кăларнă. Чылай хушă тăрăшнă çакăншăн. Тушкилсем кĕнекене хапăл тусах йышăнчĕç - 50 кĕнеке пĕр самантрах саланса пĕтрĕ.

Поэтсене пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те манса кайман. Акă Раççейĕпех паллă спортсмен Альфред Пимулин В.Шарапов тесессĕнех хавхаланса каласа пачĕ пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ çинчен.

Ентеш-поэтсене халалланă асăну уявне тушкилсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вырăнти администраципе, культура ĕçченĕсемпе пĕрле уява ытти çĕрте ĕçлекен çынсем те, ветерансем те, шкул ачисем те активлă хутшăнчĕç. Ку енĕпе уйрăмах хастар пулчĕç: Николай Николаев, Фрида Никитина, Алевтина Матвеева, Елена Емельянова, Нина Александрова тата ыттисем те.

Юлашкинчен асăну каçне Тушкил ял администрацийĕн пуçлăхĕ Петр Захаров пĕтĕмлетрĕ. Вăл В.Шараповпа О.Савандеевана çакăн пек чыс тунăшăн Галина Матвеевана тата тĕл пулăва килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.

Шанас килет, Ольга Савандеевапа Валерий Шарапов ячĕсемпе ĕçĕсем тушкилсемшĕн, çав шутрах çамрăксемшĕн те, ĕмĕрĕпех асра юлĕç.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика