20 апреля 2016 г.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу фермин заведующине Елена Ивановна Ивановăна «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çак сумлă ята вăл ял хуçалăхĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕшĕн тивĕçнине палăртнă Указра. Елена Ивановнăн ĕç стажĕ 1982 çултан пуçланать. РСФСР ял хуçалăх министерствин Вăрнарти совхоз техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Ленин ячĕллĕ колхозра зоотехникра ĕçлеме тытăннă. Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу фермине 2002 çултанпа ертсе пырать. Елена Ивановна _ пĕрремĕш категориллĕ специалист. Вăл фермăна ертсе пыма тытăннăранпа ĕç дисциплини йĕркене кĕнине, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси палăрмаллах ÿснине палăртаççĕ ĕçтешĕсем. 2013 çулхи раштав уйăхĕнче Атнашри çĕнĕ сĕт-çу ферми хута кайнă. Ку комплекса сăвакан 200 ĕне валли хăпартнă, çавăн пекех выльăха пăрулаттармалли уйрăм пăхса хăварнă, сĕт боксĕ пур. Унта çулталăкра 13000 тонна сĕт суса илме пулать. Ĕнесем валли апат «сĕтелĕ» пур. Сĕт пахалăхне ÿстерме ĕнесене сăвакан çĕнĕ йышши хатĕр вырнаçтарнă, фермăрах сĕте сивĕтекен хатĕр те ĕçлет. Елена Ивановна хăй умне лартнă тивĕçсене туллин пурнăçласа пырать. Атнашри сĕт-çу ферминче 18 çын вăй хурать. Чылай ĕçе унта механизациленĕ ?апат валеçесси, тислĕк кăларасси, шыв ĕçтересси, сĕт сăвасси, выльăха кăкарасси/. Фермăна çут çанталăк газĕ илсе пынă, хывăнса тăхăнмалли, япаласене типĕтмелли тата кану пÿлĕмĕсем пăхса хăварнă. Ферма ертÿçи унта ĕçлекенсене пысăк тимлĕх уйăрать. Рабочисем Шупашкар хулине концерт тата спектакль курма тăтăшах тухса çÿреççĕ. Е.Иванова хăйĕн паха ĕç опытне выльăх шутне сыхласа хăварас, кĕтĕвĕ çĕнетес тата пăру илес çĕре хывать. 2010 çулта сĕт производствине ÿстерес тĕллевпе Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПКран ăратлă 25 пушмак пăру илсе килнĕ. Вĕсем пăруланă хыççăн Атнашри сĕт-çу ферминче сăвăм виçи палăрмаллах ÿснĕ. Кĕтĕве вăхăтра çĕнетсе пыма фермăра пăрусем çитĕнтереççĕ, вĕсем талăкра 700 грамм ытла ÿт хушса пыраççĕ. Фермăран сĕт пысăк пахалăхпа ăсанать. Сĕт-çу фермин кăтартăвĕсем хуçалăхра кăна мар, районта та малтисен шутĕнче. Хамăр инф.
Первоисточник: Канаш ен