Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăçсен ăмăртăвĕнче

11 марта 2016 г.

Пулăçсен ăмăртăвĕнче

Нарăс уйăхĕн юлашки вунăкунлăхĕнче маттур пулăçсемпе вĕсен хĕрỹ кĕрешĕвне куракансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пăр шăтарса чи нумай пулă тытассишĕн ăмăртрĕç Енĕш Нăрваш хуçалăхĕн выльăх ферми çывăхĕнчи пĕвинче. Шăпах çакăнта ăмăрту ирттерме килĕшсе татăлнă пулнă та ĕнтĕ пулăçсемпе сунарçăсен районсем хушшинчи Канашри обществин председателĕпе Н.И.Красновпа Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров.

Ăмăртăва Тăвайпа Канаш районĕсенчи тата Канаш хулинчи 46 пулăç хутшăнчĕ. Конкурс йĕркине кĕмесĕр тепĕр 20 çын харпăр хăй интересĕшĕн пулă тытрĕ. Ятарласа курма пынисем те йышлăн пулчĕç. Пулăçсен кĕрешĕвне Енĕш Нăрваш ялĕн тăрăхĕнче ирттерни тепĕр енчен те пĕлтерĕшлĕ, çакă вăл çынсене çутçанталăка юратма, унăн пуянлăхĕпе тĕрĕс усă курма тата пулăçсен кĕрешĕвне малалла аталантарма май парĕ.

Пулăçсен ăмăртăвĕ 2 сехете пычĕ. Çивĕч кĕрешỹре 1-мĕш вырăна Тушкилтен пынă Ю.А.Павлов пулăçă тухрĕ. Вăл 13 пулă (уланкă) тытма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене П.А.Павлинов (Канаш) тата Р.В.Чернов йышăнчĕç. Бурпа пăра чи хăвăрт шăтарассипе Р.П.Николаева (Енĕш Нăрваш) çитекенни пулмарĕ. Ăмăртăва хутшăннă çынсем хушшинче çулпа илсен чи аслă пулăçă (75 çулта) Тушкил ялĕнче пурăнакан В.П.Тямаков, чи çамрăкки Канаш хулинчен пынă 5 çулхи Антон Краснов пулчĕ.

Ăмăртусем вĕçленсен пулăçсемпе пухăннă çынсене Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ăшшăн саламларĕ. Пулăçсен ăмăртăвне лайăх йĕркелесе ирттернине палăртрĕ. Çавăн пекех пулăçсемпе сунарçăсен районсем хушшинчи Канашри обществин председателĕ Н.И. Краснов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, пулăçсемпе сунарçăсен районти пуçламăш организацийĕн председателĕ А.Н.Моряков та ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. Мала тухнисене кубокпа, медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Ăмăртăвăн судйисем - Н.А.Алексеев (тĕп судья), В.Е.Сорокин тата А.Н.Моряков. Андрей Моряков спонсор пулса та пулăшнă.

Юлашкинчен пулă шỹрпи çисе савăнчĕç. Вăл пурин валли те çитнĕ.

В.СОРОКИН, аслă егерь.

Сăн ỹкерчĕкре: ăмăрту çĕнтерỹçисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика