19 февраля 2016 г.
"Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕплетет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кỹрет," - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Астăватпăр-ха, 2014 çулхи июнь уйăхĕнче эпир, Тушкил ялĕн çамрăкĕсем, футбол вылянă хыççăн пĕрле пухăнса канашларăмăр: пĕр шухăшлă пулса хамăр ялта тепĕр хут хоккей вăййине чĕртсе ярас терĕмĕр.
Ялта 1980 çулсенче шкул ачисемшĕн те, аслăраххисемшĕн те хоккей юратнă вăйă пулнă. Вĕренекенсен командине ун чухнехи шкул директорĕ Ю.А.Алексеев хавхалантарса пынă. Хоккеистсене формăсем илсе панă, шкул картишĕнче хоккей коробки тунă.
Каярахпа вăйă манăçа тухрĕ. 2012 çулта ОБЖ вĕрентекен Н.Ф.Давыдов пуçарнипе тепĕр хут каток йĕркелесе хоккейла выляма пуçларăмăр. 2015 çулта унчченхи вырăнта йĕри-тавра бортсем хатĕрлерĕмĕр, хапхине вара тимĕртен шăратса туса лартрăмăр. Хоккейла выляс текенсем нумайлансах пычĕç. Шкул ачисем те интересленме пуçларĕç. Ачисем сывă çитĕнччĕр тесе шутлакан ашшĕ-амăшĕн хисепĕ ỹссех пырать. Формăсем, каскăсем, клюшкăсем илсе парса пулăшаççĕ.
Ял çамрăкĕсем те формăсемлĕ пулчĕç. Вратарь тумĕпе хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи С.Р.Илларионов тивĕçтерчĕ. Вăл ытти çулсенче те пире волейбол, футбол формисем илсе панăччĕ. Пысăк тав ăна пулăшса пынăшăн. Тушкиле халĕ ытти çĕртен командăсем ăмăртусене килеççĕ, хамăр та вĕсем патне çỹретпĕр. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче, февралĕн 23-мĕшĕнче, Тушкил кубокĕшĕн турнир ирттеретпĕр. Пурне те йыхравлатпăр.
Пире ăнланса пулăшса пынăшăн шкул директорне, район депутатне Е.С.Емельянована тав сăмахĕ каласшăн. Вăл пĕр сăмахсăрах каток тума ирĕк пачĕ. Хывăнса тăхăнма ятарласа вырăн уйăрчĕ.
Техникăпа пулăшнăшăн Ю.А.Алексеева, тракторпа катока хырса тăнăшăн А.В.Маргушова, çутă туса панăшăн А.П. Борисова пысăк тав пирĕнтен. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çирĕп сывлăхлă пулăр.
Тушкил çамрăкĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"