22 января 2016 г.
Нина Николаевна Михайлова 48 çулта. Тушкилте çуралса ỹснĕ. Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче фермăра ĕçлет вăл.
Н.Михайлова хăйĕн калаçăвне хресчен фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне кайса курнинчен пуçларĕ. Ĕçлеме те, канма та тивĕçлĕ условисем туса панăшăн ертỹçĕне коллективра ырă сăмахсемпе тав тунине пĕлтерчĕ.
Нина маларах та 5 çул ытла хуçалăхра дояркăра тăрăшнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçе пăрахма тивнĕ. Районти операторсен професси ăсталăхĕн тупăшăвĕнче иккĕмĕш вырăн та йышăннă иккен. Ферма хĕрĕсем каялла ĕçлеме чĕнсен турткалашса тăман, килĕшнĕ. Халĕ çакăншăн пĕртте ỹпкелешмест.
"Коллектив туслă, ĕç килĕшет, - тет вăл. -Пăру та пăхатăп, дояркăсене те кантаратăп. Ăçта хушаççĕ - çавăнта".
Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн сĕт, аш-какай туса илесси 2015 çулта, умĕнхи çулхипе танлаштарсан, ỹснĕ.
Хресчен фермер хуçалăхĕн управляющийĕ ферма ĕçченĕсене мухтарĕ. Кашни хăй вырăнĕнче ĕçе пĕлсе те вăхăтра тума тăрăшнине пĕлтерчĕ.
"Мал ĕмĕтлĕ, ĕçчен", - терĕ кĕскен Нина Михайлова выльăх пăхакан пирки. Вăл Надежда Николаева, Наташа Степанова, Анжела Чернова, Клара Ефимова дояркăсене, Алена Жуковская, Людмила Камасева, Валентина Григорьева, Надежда Степанова пăру пăхакансене ырăпа асăнчĕ.
Нина Николаевна - виçĕ ача амăшĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ мăшăрланнă, хулара ĕçлеççĕ. Икĕ мăнукĕ куç тулли савăнăç уншăн. Кĕçĕн ывăлĕ 11 класра вĕренет.
Р.ШУМОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"