Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтерукăн тус нумай

24 октября 2015 г.

Кĕтерукăн тус нумай

Чылайăшĕ ялта ĕç çукран хулана туртăнать. Хастаррисем, маттурисем вара ниçта та аптăрамаççĕ. Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ялĕнче пурăнакан Николайпа Екатерина Георгиевсем те çаплах. Кил хуçи пĕр вырăнта лармасть: е аякри хулана каять, е ялта та тракторпа ĕçлемелли тупăнать. Мăшăрĕ Катя малтанах ялти хуçалăхра тăрăшнă, вăл аркансан - хресчен-фермер хуçалăхĕнче. Халĕ вара Тăвайри пĕр предприятире ĕне сăвать хĕрарăм.

Екатерина хăйĕн ĕçне тăрăшса пурнăçланине ĕçри çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Ахальтен-и вăл 2010 çулта республикăра ĕне сăвакан çамрăксен йышĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. 2013 çулта ку енĕпе Чăваш Енре хĕрарăмсен йышĕнчен 3-мĕш вырăна тухнă. 2014 çулта вара каллех çĕнтернĕ - 1-мĕш вырăн йышăннă. Кăçал вара çамрăк хĕрарăма республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме шаннă. Ку ăмăртуран вăл тăваттăмĕш вырăнпа таврăнчĕ. Конкурсра теори ыйтăвĕсене хуравлама, аппарата сÿтсе пуçтарма, ĕне сума тивнĕ. Унта Раççейри 54 регионти доярка тупăшнă.

- Ĕне сунă чухне йĕркене тĕрĕс пăхăннине, ĕç пахалăхне хаклаççĕ ăмăртура. Аппарата, паллах, вăхăтпа пуçтармалла. Теори ыйтăвĕсем те пĕтĕмпех выльăхпа çыхăннă - ĕне сăвассин вăрттăнлăхĕсем, тĕрлĕ чир-чĕр тавра, - тет ăмăртăва 13-мĕш номерпе хутшăннăскер. - Ларатпăр жеребьевкăра. 13-мĕш номер тухмасть те тухмасть. «Манах лекет ĕнтĕ», - шухăшлатăп ăшăмра. Чăн та, çаплах пулчĕ. Куншăн хăрамарăм та, кулянмарăм та. Каяс умĕн çеç пăлхантăм. Пĕрремĕш вырăнсăр таврăнма хушманччĕ-ха та... Маншăн 56 çын хушшинче тăваттăмĕш пулни те паха. Хутшăнни мĕне тăрать! Çывăх çынсем те çитĕнÿпе кăмăллă, - кăмăлне уçать Екатерина. Май пулсан кун пек конкурссенчен малашне те пăрăнмасса систерет.

Çак ялтах çуралса ÿснĕскер вырăнти каччăпах çемье çавăрнă хĕрарăм. Катя хальлĕхе çап-çамрăк-ха, 24 çулта çеç, апла пулин те мăшăр икĕ хĕр çитĕнтерет. 6 çулти Кристинăпа 5 çулти Ксюша ача садне çÿреççĕ. Амăшĕ икĕ кун килте, икĕ кун ĕçре пулнине вĕсем хăнăхнă ĕнтĕ.

Ял çынни выльăхсăр епле пурăнтăр-ха? Георгиевсен те çаплах. Сăвăнакан икĕ ĕнепе пĕр вăкăр тытаççĕ. Вĕсене хĕл каçарма вара çулла утă-улăм сахал мар хатĕрлемелле. Чăххи-чĕппи те картиш тулли.

2008 çулта пĕрлешнĕ çамрăксем. Виçĕ çул каялла йывăç пÿрт туянса уйрăлса тухнă. Çурта юсаса çĕнетме ял тăрăхĕнче черете те тăнă. Çавăнпах кăçал патшалăхран пĕчĕк пулăшăва тивĕçнĕ. Кун валли малтанах пулас çурт проектне хатĕрленĕ, вăл мĕн хака ларасса шутласа кăларнă. Ара, шăпах ăна шута илсе тăкаксен 30 процентне саплаштараççĕ-çке. Ялти çамрăксене пулăшмалли программăпа тивĕçнĕ укçапа, амăшĕн капиталĕпе усă курса çурта пысăклатнă. Анчах строительство ĕçĕ пĕтмен-ха. Вĕсене вĕçлесен çемьене пурăнма тата та хăтлăланĕ.

Екатерина ĕне-пăрупа ĕçлеме кăмăлланинче чи çывăх тăванĕсен витĕмĕ те пурах-тăр. Амăшĕ Людмила Николаевна ялти хуçалăхра лаборанткăра тăрăшнă. Халĕ те хĕрĕпе пĕр вырăнтах пăру пăхать. Ашшĕ Геннадий Николаевич унччен те, халĕ те зоотехникре вăй хурать. Пĕчĕкренех вĕсен ĕçне курса-туйса ÿснĕ Катя. Аслă хĕрĕ ялтах пурăнни ашшĕпе амăшне те савăнтарать. Пĕр-пĕрне хăть те мĕнле ĕçре те пулăшаççĕ тăвансем.

- Килте ĕне пулсан та атте-анне патне фермăна каяттăмăр. Интереслĕччĕ унта: выльăх нумай-çке, - пытармасть Катя.

Унпа тĕл пулнă хыççăн ача чухнех вĕреннĕ сăвă аса килчĕ. «Ферма тулли пăрусем: чăпаррисем, улисем - Кĕтерукăн тусĕсем», - вĕрентетчĕ анне. Чăн та, пирĕн Кĕтерукăн та фермăра тус нумай: пăрăвĕсем те, ĕнисем те.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика