18 декабря 2015 г.
Тушкил ял тăрăхĕнчи Ямпулат ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ, "Ял ĕçченĕ" хаçатăн хастар тусĕ Тимофей Григорьевич Григорьев кăçалхи раштавăн 4-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ.
Çак чаплă юбилейпе хисеплĕ ветерана Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Анатольевич Ломоносов, Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров, ветерансен вырăнти председателĕ Т.В.Петрова саламларĕç. Хăнасем Тимофей Григорьевича Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ветерана ятран саламланă телеграммине тата парнесем пачĕç, ăна нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх тата çывăх çыннисен тимлĕхне сунчĕç.
Тимофей Григорьевич Совет Çарне службăна 1940 çулхи ноябрьте кайнă. Аслă Отечествăлла вăрçăра гварди аслă сержант 16-мĕш сывлăш çар составĕнчи 96-мĕш гварди батальонĕн аслă механикĕ пулса Сталинград патĕнче, Орелпа Курск пĕккинче çапăçнă, Белоруссие, Польшăн тĕп хулине Варшавăна ирĕке кăларма хутшăннă, Берлина штурмланă. Вăл "Хăюлăхшăн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. Киле таврăнсан кладовщикре, хăмла ăстинче, бригадирта ĕçленĕ.
Юбилейпе саламлама район администрацийĕпе Тушкил ял тăрăхĕнчен кăна мар, çавăн пекех тăванĕсем, вĕсен мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, кỹршĕсем, пĕлĕшсем, ял-йыш нумайăн пухăнчĕç. Пуш алăпа та мар, пурте хаклă парнесемпе, ĕçме-çимепе килнĕ.
Хăнасем умĕнче ура çине тăрса сумлă юбиляр çапла каларĕ: "Тавах çỹлти Турра мана çак тарана çити тĕрĕс-тĕкел пурăнма сывлăх панăшăн, тавах В.Путина мана, вăрçă ветеранне, манманшăн, çыру ярса сывлăх суннăшăн, тавах район пуçлăхĕсене, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене хаклă парнешĕн, çырупа саламланăшăн, "Ял ĕçченĕ" хаçата, тавах Валерипе кине мана лайăх пăхнăшăн, тавах çакăнта килнĕ тăвансене, хăнасене, кỹршĕсене, хунтăшсене мана 95 çул тултарнă ятпа сума суса килнĕшĕн, чыс тунăшăн. Пурне те вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатăп сире", - терĕ.
Унтан пурте сĕтел хушшине ларчĕç, хаклă хăнасем пулчĕç.
Юбиляр пирки калас пулсан, вăл халĕ те çăвĕпех пахчара тăрмашать, тĕрлĕ çимĕçсем çитĕнтерет. Улмуççипе грушăна вăрăран акса ỹстерсе, хăех сыпать, кỹршисене те сыпса парать. Вĕлле хурчĕсем те пур. Хĕлле валли банки-банкипе хăяр, помидор, улма-çырла, пылак шыв нумай хатĕрлет. Çапла, ватă пулсан та, пĕртте ахаль лармасть пирĕн Тимофей Григорьевич. Çавăнпах ĕмĕрĕ те вăрăм.
Мăнукĕсем. Ямпулат ялĕ.