Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе хĕрĕсем

01 декабря 2015 г.

Амăшĕпе хĕрĕсем

Аннесен кунĕпе пĕр вăхăталла килчĕ Ямпулат ялĕнче ĕмĕрне ĕмĕрлекен Елена Максимовна Альмерзован е, урăхла, ялтилле каласан, Лена аппан юбилейĕ. Вăл çак кунсенче утмăл пиллĕк тултарчĕ.

Хăй Тушкил хĕрĕ пулнă, юрату Ямпулата çитернĕ. Эрне, ялĕсем таçта мар, çума-çумăн лараççĕ темелле. Çирĕм виççĕре качча тухнă Ленук Семен Альмерзова, вун ултă çулне мăшăрлă пурнăçпа пĕрле пурăннă. Ĕмĕр тăршшĕн виçипе шутласан, ытла та кĕске татăк ку. Çав тери ир уйрăлса кайнă упăшки пурнăçран, вăтăр тăххăрта тăлăха юлнă Елена Максимовна мăшăрĕнчен. Сăмах май каласан, упăшки тĕрлĕ çулсенче тракторист, кладовщик, сутуçă пулнине каларĕç.

Мăшăрлансан, паллă ĕнтĕ, ачасем çуралнă. Умлă-хыçлă. Люба, Светлана, Рита, Регина, Рената, Таня, Анюта - пурĕ çичĕ хĕр.

-Ыйтнăшăн йывăра ан илĕр те, ывăл кирлĕ теместчĕ-и упăшку? - вăлтатăп Елена Максимовнаран.

-Калатчĕ-ха та... Тен, ывăл шырасах çичĕ хĕре çитрĕ.

-Уншăн ỹкĕнместĕр пуль?

-Çук. Халь вара пурте куç тулли, пĕри те тепри лайăх. Хĕр-и, ывăл-и - ачасем пурри телей, савăнăç. Çичĕ хĕрне те туй туса качча панă эпĕ. Пĕри те тепри килсе тăраççĕ халь çемйисемпе тĕп килне, амăшĕ патне. Пулăшаççĕ, - хаваспа каласа парать Лена аппа.

Ултă кĕтеслĕ йывăç çурт Альмерзовсен. Хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем пулăшнипе мунчипе лупасне çĕнетнĕ, хапха тунă симĕс профнастилтан, ытти ăста ĕçĕсем пурнăçланă. Юхăнма памаççĕ, çĕнетсе-йĕркелесе тăраççĕ.

-Ан çиленĕр, тархасшăн, сирĕн çичĕ хĕр пулнăран ыйтатăп-ха кăна, - тетĕп Елена Максимовнана, - мăнукăрсем хушшинче ывăлсем те пур-и?

-Пулмасăр. Йăнтăрчăна качча тухнă Регинан хăйĕнех икĕ ывăл, Ренатăн та, Таньăн та, Анютăн та ывăлсем пур. Кукамай та, кукамай тесе çеç чĕвĕлтетеççĕ килсен-тусан, чĕрене çу сĕрнĕ пекех пулса каять хăш-пĕр чухне. Мĕнле юратмăн вĕсене, мĕнле тутлипе хăналамăн, мороженăй илсе памăн... Çав вăхăтрах иртĕнме те памастăп. Пурте виçелĕхпе паха. "Пур пек укçана стройкăна ятăм", - тетĕп вара хăш-пĕр чухне. Ăнланаççĕ, кỹренмеççĕ, мĕн пуррипе çырлахаççĕ. Хам тепĕртакран çавах мороженăйлăх укçа кăларса тыттаратăп.

-Хĕрсенчен хăшĕсем тăтăшрах килсе çỹреççĕ? - тĕпчетĕп Елена Максимовнăран.

-Тăрмăшри Светăпа Олег кĕрỹ, Йăнтăрчăри Регинăсем, ыттисем те килсе çỹреççĕ. Çывăхрисене килсе кайма та çăмăлрах ĕнтĕ. Регина упăшки Валерий мотоблокпа çиччас утă çулса парать. Патăрьелĕнчисем, Любăпа Саша кĕрỹ, севокпа тивĕçтереççĕ. Сутлăх та туса илеççĕ ăна вĕсем. Хамăр та кунтан кайса пулăшатпăр севок кăларма. Сăхăтпуçне качча тухнă Ритăн упăшки, Анатолий Исаев, фермер. Хĕрĕсем вара кам ашшĕ çулĕпе кайнă, сутуçăсем, кам урăх професси суйласа илнĕ.

Нихăшне те кỹренместĕп - хăйсем те ĕçлеççĕ, амăшне те манмаççĕ, вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ, юбилейпе те саламларĕç акă. Эпĕ хам та упăшкан амăшне, Санькка аппа тенĕ-ха ăна ялта, мĕн юлашки кунĕсемчченех тăрăшса пăхрăм. 2006 çулта çĕре кĕчĕ. Маттурччĕ хăй, - тарават каласа парать вăл. Куçа тĕтĕм яракан çын мар пек туйăнать. Лена аппа чăннине калать. Эпĕ те ним çукран нимĕр юрма тăрăшмастăп.

Килĕнче пĕчченех пурăнать вăл. Сурăхсем ĕрчетет. "Сахалах та мар манăн вĕсем. Вăт-вăт пăранламаллисем те пур-ха", - тет. Йыш хушни начар мар-ха ĕнтĕ вăл. Пĕр кассине сутас пирки те калать. Чăх-чĕп усрать тата - нумаях мар та, çавах пур. Çулла пахчара тăрмашать, выльăхсем валли апат хатĕрлет. Халĕ ĕçе çỹреместĕп. Хăй вăхăтĕнче штукатур-маляр та пулнă. Ку специальноçа вĕсем хĕр-тантăшĕпе пĕрле Казахстанри Экибастуз хулинче вĕренсе алла илнĕ. Тушкилти хуçалăх кантурĕн, культура çурчĕн, магазинăн стенисене штукатурка тунине калать. Хăмла та çитĕнтернĕ хуçалăхра. Икĕ пай илни те пулнă. "Сỹлтен кайнăччĕ пĕррехинче хăмла татса", - тенĕччĕ хĕрĕсенчен пĕри. Хам эпĕ Елена Максимовнапа вăл сысна ферминче ĕçленĕ чухне паллашнăччĕ. Унтанах пенсие тухнă вăл.

"Пушă вăхăт тупăнсан, ку ытларах хĕлле ĕнтĕ, хаçат вулатăп, телевизор пăхатăп, кулленхи хыпарсене итлеме кăмăллатăп", - шухăш-кăмăлне уçса парать кил хуçи хĕрарăмĕ. "Ял ĕçченĕ" те çырăнма пулчĕ çитес çул валли. Сăмахне çилпе вĕçтермест пулĕ. Ун пек хĕрарăм мар вăл. Ялта та хисепсĕр мар, куран пĕри сывлăх сунаççĕ.

Шăматкун вара, чỹкĕн 28-мĕшĕнче, хăйĕн çывăх çыннисемпе хăй утмăл пилĕк çул тултарнине паллă тăвасшăн пулнине систерчĕ. "Килĕр, кĕтнĕ хăна пулатăр", - терĕ. Эпĕ ăна нумай-нумай çул ырлăх-сывлăхлă та телейлĕ пурăнма ырă сунтăм.

И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика