14 июля 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантармалли мерăсем çинчен" Указа алă пуснă. Вăл республикăра юлашки çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма лайăх условисем туса хунине палăртнă. "Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн умма уçăмлă задачăсем лартрĕ, бизнес представителĕсем пысăк тухăçлă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума тата ĕç укçи шайне ỹстерме тивĕçлине каларĕ. Импорта хамăрăн таварсемпе улăштарнă чухне çакă питĕ кирлĕ. Предпринимательсем пысăк предприятисемпе танлаштарсан чылай çаврăнăçуллăрах ĕçлеççĕ. Чăваш Енре предпринимательсене пур енлĕ патшалăх пулăшăвĕ параççĕ: бизнес-инкубаторсем, нумай функциллĕ центрсем уçнă," - тенĕ Михаил Игнатьев.
Вăлах ял хуçалăхĕнче бизнеса рентабельлĕ те эффективлă туса пынипе Чăваш Ен Раççейре тата федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх регионсен шутĕнче пулнине палăртнă.
Хальхи çăмăл мар условисенче те ялсенче тата ял хуçалăхĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансем, пуçаруллă та кăтартуллă ĕçлекенсем пурри савăнтарать. Акă Тушкилти Андрей Николаевич Моряковах илер. Районти "Акатуй-2015" праçникре акара мала тухнисене палăртнă чухне унăн ячĕ пĕрре çеç мар янăрарĕ уявăн анлă картинче. Районти комисси калчасен пахалăхне пăхса çаврăнса Андрей Моряков ертсе пыракан хресчен фермер хуçалăхĕ çĕнтерỹçĕ пулса тăнине палăртнă, диплом парса чысланă. Кăçалхи тухăç никĕсне хывса, чи кĕске срокра - тăхăр кун хушшинче 550 гектар çурхи тĕш тырă культурисем, хăй хальлĕн 150 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акнă тата 8 гектар çĕр улми лартса хăварнă А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕ. Çак пĕтĕм ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. "Ака чемпионĕ-2015" тесе çырнă хăйăва та Моряков хуçалăхĕнчи Владимир Борисов механизатор тивĕçнĕ, ĕçчене дипломпа парне панă.
Пурнăçра нимĕн те хăй тĕллĕн пулмасть. Утакан малаллах, теççĕ халăхра. Хам Андрей Морякова чылайранпа пĕлсе-курса тăнăран-и, çак каларăш ун пирки каланăнах туйăнать мана. Нумайăшĕ пĕлмест е шухăшласа илме те пултараймасть пулĕ Андрей Николаевич хăйĕн пурнăç çулне епле пуçласа янине. Вăл, çакна шута илмесĕр тăма çук ĕнтĕ, вунпĕр çул "Шимкусский" совхоза тата сакăр çул Шăмăршăпа Тăвай районĕсенчи ветеринари службисене ертсе пынă Николай Варфоломеевич Моряковпа Римма Григорьевна сутуçă ывăлĕ. Ахăртнех, ашшĕ-амăшĕн ĕçне-хĕлне кура тĕвĕленнĕ те унăн малтанхи ĕмĕчĕсем. Шкулта начар мар вĕреннĕ вăл. Анчах Тушкилти вăтам шкула пĕтерсен, малалла вĕренме кайман, ялти "Шимкусский" совхоза тракториста вырнаçнă. Тракторист-машинист правине вăтам шкулта алла илнĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ малалла вĕренме ỹкĕтленĕ пулсан та, вăл тракторпа çĕр ĕçне явăçнă. Ăна кивелнипе вун-вун тĕслĕ пулса кайнă гусеницăллă трактор панă пулсан та, çамрăк ăшра çакăнпа мăнаçланнă. Унтан çар службине кайма вăхăт çитнĕ. Пурнăç пирки шухăшланă май, вĕренес ĕмĕт çуралнă, çар хĕсметĕнчен таврăнсан, Шупашкарта коопераци енĕпе пĕлỹ илет. Çакă та ăна пурнăç çине çĕнĕлле пăхма хистет. Çĕр ĕçне кăмăлланипе пĕрлех, вăл пĕчĕккĕнех бизнеса явăçать. Хăйĕнчен обществăшăн усăллă çын тума тăрăшать. Ашшĕпе пĕрле Тăвайри хатĕрлев кантурĕнче хатĕрлевçĕре çỹрет. Тутар Республикинчи ялсене те çитет хатĕрлев ĕçĕпе, тир-сăран, çăм, макулатура, ыттине пухать. Унтан ăна, пултарулăхне кура, Тенеялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазин заведующине лартаççĕ. Çапла çул хывать пурнăçа, бизнеса. Çулталăкран хăйĕн предприниматель ĕçĕпе пурăнма тытăнать. Ял çыннисене харпăр хăй кил хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие сутса укçа тума хăйĕн тентлă машинипе Хусана илсе çỹрет, хăй те тĕрлĕ çĕрте пахча çимĕçпе улма-çырла, çĕр улми тата ытти продукци туянса, Хусанта, ытти çĕрте витерет. Çынсем ыйтнипе вĕсене Шупашкара, ытти хуласене леçет е илсе кайса килет. "Канăçсăр çын вăл Андрей Николаевич, эпир çывăрса тăнă çĕре Шупашкара çитсе çаврăнать. Çирĕп материалтан тунă ăна", - тенĕччĕ пĕр паллакан Тушкил çынни. Хăйĕн вăйĕпе укçа тăвать вăл, ямăта кĕтсе лармасть. Унтан пур пек суммăна пухса Шупашкартан газовиксем пурăннă вăрăм пичке-цистерна туянса килет, "Бочка" ятлă лавкка уçать, суту-илỹ тума тытăнать ял варринче. Халĕ, чăн та, вăл пичке çук, ун вырăнне йĕркеллĕ лавкках туса лартнă, анчах ятне упраса хăварнă. Пичкине вара сутса янă, вăл, пĕлекенсем хыпарланă тăрăх, хальхи вăхăтра Вăрмарти пасарта вырăн тупнă. Анчах, чим, васкарăмăр пулас-ха. Амăшĕ, Римма Григорьевна каланă тăрăх, хуларан пичкине илсе килнĕ-ха, анчах тавар туянма укçи юлман. Ашшĕ-амăшĕ вăй çитнĕ таран пулăшнă вара укçа-тенкĕпе. Паллах, Андрей Николаевич хăй те алла усса ларман. Паянхи кун тĕлне пурĕ тăватă лавкка тытать вăл: виççĕшĕ - Тушкилте, вĕсем "Бочка", "Находка", "Волна" ятлă, пĕри - "Притяжение" - Тăвай ялĕнчи пасар территорийĕнче. "Находка" - промышленноç таварĕсен лавкки, ыттисем апат-çимĕçпе сутă тăваççĕ. Калас пулать, лавккисем тавартан пуян. Çынсем хапăлах çỹреççĕ вĕсене. Тавара Хусана, Канаша е Шупашкара Андрей Николаевич хăй те, ашшĕ те, Николай Варфоломеевич, ачисем те, Владиславпа Григорий - кайса çỹреççĕ. Григорий, асли, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчен кăçал юриста вĕренсе тухнă, кĕçĕнни, Владислав, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренет, пĕр курс пĕтернĕ.
Хальхи пурнăçра, паллах, поставщиксем те хăш-пĕр тавара кỹрсе килсех параççĕ. Вĕсемпе те çыхăну йĕркеленĕ.
-Çакă та лайăх, - тет Андрей Николаевич, - манăн лавккасенче сутуçăсем улшăнса тăмаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр, условисем начар мар вĕсен. Ĕçлекене çакă кăмăла каять.
"Бочка" лавккара сутуçăсем виççĕн: Любовь Морякова, Ольга Мокеева тата Мария Ильина сутă тăваççĕ; "Волнара" иккĕн - Наталия Морякова тата Вероника Борисова, "Находкăра" - Роза Тямакова тата Любовь Ярдыкова. Наталия Ивановна Морякова, сăмахран, "Бочка" лавккана хута янăранпах Моряков патĕнче сутă тăвать.
Кăçалтан Андрей Моряков халăхран та сĕт пухма тытăннă. Вăл куллен чылай пухăннине каларĕ Н.Морякова сутуçă. Сĕте Александр Васильев механизатор ирхине пиллĕк-улттăсенче "çат-çат" тракторпа пухса çỹрет. Халăх кăмăллă: ытти ялсенче сĕте литрне 11 тенкĕпе пухаççĕ пулсан, Моряков вара кашни литр сĕтшĕн 14 тенкĕ тỹлет. Мĕншĕн сĕт парас мар ĕне тытакансене çапла хаклама пĕлекене? Параççĕ. Сăмахран, В.С.Захаровсен çемйи акă куллен вăтамран 30 литр, Олег Германов - 30, Алевтина Матвеева, Олег Иванов çемйисем 20-25-шер литр сĕт параççĕ куллен. Сĕт укçипе, кăмăл пулсан, тавар туянма та пултараççĕ. Чару çук. "Таварĕсене те хаклатма тăрăшмасть, чылайăшĕ ыттисеннинчен йỹнĕрех те", - теççĕ манпа калаçнă ял çыннисем.
Пытармалли çук, халăхран илекен сĕт хакне ỹстернĕшĕн ỹпкелешсе шăнкăравлакансем те пулнă Андрей Николаевич патне. Анчах вăл унашкал хатĕрлевçĕсемпе килĕшмен, "халăхшăн пухатăп", тенĕ. Ытти хатĕрлевçĕсен мĕншĕн унран тĕслĕх илмелле мар-ха?
Çĕр ĕçĕпе те çине тăрса ĕçлеме тăрăшать А.Моряков. Вăтам шкул пĕтерсен, ытахальтен трактор çине ларман вĕт-ха вăл. Çĕр ĕçĕ унăн чĕрине вырнаçнă, вăл тăрантаракан шутланать уншăн. Астăватăп, чылай çул каялла Сăхăтпуç çĕрĕ çинче çĕр улми аван туса илетчĕ вăл. Сăмах майăн каласан, кăçал та çĕнĕрен тытăннă вăл çĕр улми çитĕнтерме, паха сортсене вырăн панă. Çĕр улмине виçĕ хут чĕрме ĕлкĕрнĕ ку вăхăт тĕлне. Питĕ хỹхĕм çитĕнет вăл. Унпа юнашар Экада-70 сортлă çурхи тулă хумханать. Çĕр улми туса илес тĕлĕшпе унчченех хăш-пĕр çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнĕччĕ вăл. Механизаци вăйĕпе пурнăçланă ĕçсене. Пухма вара, чăн та, халăха явăçтарнă, çынсене ĕç панă. Уйрах апат çитернĕ, тỹленĕ вĕсене. Андрей Николаевич хăй те кашнинчех ĕçлекенсемпе пĕрлеччĕ.
Çак йăла унра яланлăха çирĕпленнĕ. Акапа вырма ĕçĕсем пынă чухне тăтăшах пулатăп эпĕ унăн хресчен фермер хуçалăхĕнче. Кирек хăçан та вăл ĕçлекенсемпе пĕрле пулнине асăрхатăп. Унăн хастарлăхне кура ыттисем те хавхаланса ĕçлеççĕ. Йĕркене пăсмаççĕ кунта, пĕр-пĕрне пулăшса пурте пĕрле вăй хураççĕ. Çавăнпа ỹсĕнет, кал-кал пулса пырать ĕç. Ака-сухана тата вырмана ачисене те пĕрмаях явăçтарать. Ирех ыттисемпе пĕрле вĕсем. Владислав та, Григорий те уй-хир ĕçĕсенче çулленех хăйсен тỹпине хываççĕ. Вĕсене, хăй пекех, çĕр ĕçĕпе суту-илỹ бизнесне хăнăхтарса ỹстерет. Çакăнпа Андрейăн ашшĕпе амăшĕ те питĕ кăмăллă. Вĕсем те хăйсем енчен пулăшма тăрăшаççĕ.
Çĕр ĕçĕпе предпринимательлĕх ĕçĕ пĕри те тăкаксăр пулмаççĕ. Айккинчен пăхма çеç нимĕнех те мар пек. Техникăпа технологисене вĕçĕм çĕнетсе пыма тивет. Çапла акă А.Моряковăн ку чухнехи МТЗ, Беларус тракторсем виççĕ, ЗИЛ, ГАЗ-53 автомашинăсем, Т-150 трактор, икĕ "Палессе" тĕш тырă комбайнĕ, сеялкăсем, рулонлă пресс-подборщик, çĕр улми лартакан-кăларакан, çĕр кăпкалатакан, имçамлакан, удобрени сапакан агрегатсем тата ытти те пур. Çаксем пурте ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама, тухăçлă тĕш тырăпа ытти ял хуçалăх культурисем туса илме кирлĕ. Вĕсемпе ĕçлекен механизаторсем те улшăнса тăмаççĕ: вĕсем - ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Алексей Игнатьев, Владимир Борисов, Александр Васильев механизаторсем, Виталий Павлов водитель тата ыттисем те.
Çĕнĕлĕхсемпе те паллашсах тăрать фермер: тĕрлĕ куравсене хутшăнать, кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи çĕр ĕçлекенсемпе çыхăну тытать, тĕрлĕ мероприятисене кайса çỹрет. Общество ĕçне хастар хутшăнать. Спонсорла пулăшусем парать. Иртнĕ вырсарникун çеç Тушкилти Владимир Семенович Захаров тренерпа калаçрăм. "Ял, район тулашне волейболпа ăмăртусене каяс пулсан, кашнинчех укçа-тенкĕпе пулăшать", - терĕ вăл. "Ялти ăмăртусене тепĕр чухне çичĕ-сакăр команда таран хутшăнать, кашни командăнах торт, ытти япаласем илсе парать. Уçă кăмăллă та çынна ăнланакан, ялан пулăшма хатĕр çын вăл пирĕн Андрей Николаевич", - ырларĕ В.Захаров тренер. Ялти хăш-пĕр ĕçсене те укçа хывать е вĕсене пурнăçлама техника уйăрать. Çирĕм пилĕк-вăтăрсенчи хĕрарăм çаплах каларĕ: "Маттур вăл", - терĕ.
Пурне те çырса пĕтерейрес çук ĕнтĕ. Çапах та А.Моряковăн тепĕр ырă ĕçне кăтартсах хăварас килет. Ку вăл Тенеяль вăрманĕ хĕрринчи, Октябрь выçăлккине каякан çул айккинчи темиçе çул хушшинче çав тери сарăлса кайнă хăтсăр свалкăна пĕтерни, вăл вырăна тикĕслесе йĕркелени. "Пурте пуçăнмаççĕ те, тăваймаççĕ те ку ĕçе, А.Моряков вара килĕшнĕ, тавралăхшăн, экологишĕн пысăк ĕç тунă!"- терĕ, сăмахран, Тенеялĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри Олег Львович Анисимов.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 46,8 пин ытла субъекчĕ ĕçлет, вĕсенче 153 пин ытла çын вăй хурать, ку вăл регион экономикинче тăрăшакансен пĕрре виççĕмĕш пайне яхăн пулать. 2014 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсен продукци çаврăнăшĕ 257,4 млрд. тенкĕпе танлашнă, умĕнхи çулхинчен 6,5 процент нумайрах.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"