Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплă уяв пулчĕ Тушкилте

02 июня 2015 г.

Чаплă уяв пулчĕ Тушкилте

Мĕн ĕлĕкрен ака-суха пĕтсен кашни ялта акатуй ирттернĕ, вăйăсем вылянă, юрăсем юрласа ташланă. Халĕ вара уявсен хисепĕ чаксах пырать. Ку енĕпе тушкилсене ỹпкелешỹ çук.

Акă, майăн юлашки кунĕнче ялта чаплă уяв иртрĕ. "Кун пекки чаплă пулманччĕ-ха", - тенине илтме тỹр килчĕ нумайăшĕнчен. Тăхтаман, Тăхран, Пахмут, Янклаç, Чикан, Камаç ратнисем чăваш тумĕсемпе, наци тĕррисемпе илемлетнĕ суту-илỹ çурчĕсем ăсталанă. Кăрчамипе чăваш сăрине, квасне те тутанма май пулчĕ пухăннисен. Уяв картине чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе хĕрсем, ача-пăча акăшсем пек ярăнса тухрĕç. Пахча тулли халăх пуçтарăннă. Республикăра палăрнă "Сурпан" ушкăн хăйĕн юррисемпе уява уçрĕ. Юрă хыççăн юрă юхрĕ таврана. Çамрăк юрăçсем те хăйсен сассисемпе итлекенсен чунĕсене тыткăна илчĕç. Полинăпа Мария Никитинасем "Пилеш кайăксем" юрă шăрантарчĕç. Хĕрĕпе амăшне сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç. В.Ивановапа А.Степанова çамрăк пулин те хăйсен сассисемпе Шупашкар артисчĕсемпе шайлашма пултарчĕç. Куракансене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕ уява йĕркелесе пыракан О.И.Сергеева.

Кĕвĕсем ярса чикан, инди халăх ташшисене ташлаттарчĕ. Пахчан тепĕр вĕçĕнче аслисемпе шкул ачисем волейбол вылярĕç. Турник çинче туртăнса ăмăртрĕç. Уяв вĕçĕнче килнисем какай шỹрпипе хăналанчĕç.

Чăн-чăн акатуй кĕрлерĕ Тушкил ялĕнче! Ольга Ивановнана çакăншăн чунтан тав тăватпăр. Вăл чун туртнипе хутшăнать ялти культура ĕçне. Пултармаллипех пултарать! Кун-çулăр чăваш сурпанĕ пек вăрăм пултăр, малалла та Тушкил ялĕн ятне çỹле çĕклесе пыма вăй-халăр иксĕлми тапса тăтăр! Уяв кĕрекине илем кĕртме пулăшнăшăн Олег Викторовичпа Валентина Петровна Никитинсене, Валерий Тимофеевичпа Любовь Васильевна Григорьевсене, В.М.Орловпа П.И.Захарова тав тăватпăр.

Çулран çул Тушкил ялĕ кĕр-кĕрлесе тăтăр.

М.НИКИТИНА. Тăвай ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика