Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмаççĕ çав кунсем

19 мая 2015 г.

Асран тухмаççĕ çав кунсем

Тушкилти библиотекăра вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ачисемпе "Асран тухмаççĕ вăрçă кунĕсем" ятпа тĕлпулу пулчĕ. Унта 6 класра вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Уява Н.Камасева тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Максимова ертсе пычĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Захаров пухăннисене Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕ. "Шурă çỹçлĕ салтак ветеран", "Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем", "Мăшăр çунат çук-çке ман" тата ытти юрăсемпе уява илемлетрĕ "Сурпан" ушкăн (купăсçи Л.Камасева).

"Эпир аслă ăру çыннисен фронтри, тылри паттăрлăхне нихăçан та манас çук", - терĕ ялти ветерансен канашĕн председателĕ Т.Петрова.

Пирĕн ялтан хаяр вăрçăра 287 çын пуçне хунă. 260-шĕ тĕрĕс-тĕкел каялла таврăннă, анчах çуллен вĕсен хисепĕ чакса пычĕ. Паянхи кун тĕлне икĕ ветеран кăна пурăнать. Вĕсенчен пĕри - Тимофей Григорьевич Григорьев вăрçă çулĕсене аса илчĕ.

Ачасем сăвăсем каланине, юрăсем юрланине ветерансем чĕре витĕр кăларса куççульпе итлесе ларчĕç. Хăйсен йывăр пурнăçне аса илчĕç пулĕ. Вăрçă ачисен кун-çулĕ çăмăл пулман. Нина Игнатьевна Игнатьева каласа пани те чуна пырса тиврĕ.

Çакăн пек тĕлпулусем çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе питех те пĕлтерĕшлĕ.

Н.КАМАСЕВА, библиотекарь. Тушкил ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика