24 апреля 2015 г.
Раççейре 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Чăваш Республикинче чăваш литературине никĕслекенĕн, тăван литературăн чи çутă çăлтăрĕн Константин Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртатпăр.
Чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Тушкилти ветерансен совечĕн председателĕпе Т.В.Петровапа ваттисен çуртĕнче пултăмăр. Кунта пурăнакансене поэт кун-çулĕпе тата "Нарспи" поэмăн кĕске содержанийĕпе паллаштартăмăр.
"Силпи ялĕнче" пайра çуркуннене сăнласа парать. Итлесе ларакансем пĕрремĕш класра вĕреннĕ сăвва аса илчĕç, пурте пĕрле каларĕç. "Сарă хĕр" сыпăкри Нарспине ваттисен çуртĕнче вăй хуракан Надежда Семенова сăнарларĕ. "Çимĕк каçĕ" пайра Нарспипе Сетнер валак патĕнче тĕл пулаççĕ. Пĕр сыпăкне Надежда Камасева каласа пачĕ.
Çапла, Константин Ивановăн мухтавлă хайлавĕ чăваш тĕнчине çиçĕм пек кĕрсе сарăлчĕ, вулаканăн чунне хускатса халăх юратса вулакан хайлав пулса тăчĕ. Поэт мул хуçисене, кил-йышри ирсĕрлĕхе, çамрăксен обществăри танмарлăхран килекен телейсĕр юратăвне тата ыттисене те кăтартса панă. К.Ивановăн ырă ячĕ халăхра нихăçан та сỹнес çук. Ĕмĕрĕ пит кĕске пулчĕ, анчах унăн произведенийĕсем, уйрăмах "Нарспи" поэми, чăваш халăхĕшĕн вилĕмсĕр.
Ватăсем кăмăллă юлчĕç.
Н.КАМАСЕВА, библиотекарь.
Сăн ỹкерчĕкре: мероприяти хыççăн.