Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякри çывăх тăванăмăрсем

13 марта 2015 г.

Аякри çывăх тăванăмăрсем

1974 çулхи июлĕн пуçламăш кунĕсем. Тĕлĕнмелле илемлĕ утă уйăхĕ. Пĕрремĕш курса ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Елчĕк тăрăхне чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарма ячĕç. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Çулкỹл ялĕсен илемлĕхне, хирĕсен анлăшне, хура та пулăхлă çĕрне, çыннисен тараватлăхне, рамăсене вырнаçтарнă асамлă тĕррисене курсан тĕлĕннĕччĕ. Кругловсен çемйин ăшă пиллĕхĕ вара паянхи кунчченех чунра упранать. Чăн-чăн чăваш турăхне те вĕсем патĕнче çисе киленнĕччĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шăпа мана Тăвай районне кĕрекен Тушкил ялне илсе çитерчĕ.

Кунсем, çулсем иртеççĕ. Пирĕн тăрăхри Курнавăш çырми кăна вĕсем пирĕн патăртан куçса кайнине аса илтерсе тăрать.

Акă, инçе çула çывăхлатса, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пирĕн пата тăванăмăрсем, курнавăшсем, килсе çитрĕç. Чуна çывăх çынсем хăнана килни Культура çурчĕн пỹлĕмĕсене татах та çутатса ячĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу вара асаилỹсем çуратрĕ...

Тушкил ялĕпе Курнавăш ялĕн ырă çыннисем хушшинчи туслăх 1985 çултанпах тăсăлать, çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пырать. Туслăх кĕперĕн историйĕпе тĕплĕн Сергей Николаевич Николаев паллаштарчĕ.

Культура çуртĕнче халăх лăк тулли, ниçта ларма та вырăн çук. Акă сцена çинчен тăван халăхăмăрăн юрри-кĕвви юхма тытăнчĕ, кашни çыннăн чунĕ хавхаланупа тулчĕ. Уçă та çепĕç саслă тăванăмăрсем юрă хыççăн юрă парнелерĕç куракансене. Пур сăвва-юрра та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илтĕмĕр.

Кăçал Аслă Çĕнтерĕве - 70 çул. Çак ятпа паттăррăн çапăçса пуçне хунă салтак çинчен вуланă монолог тата шап-шурă хурăнсем çакна ĕмĕрлĕхех упрани çинчен юрлакан юрă пурин чунне те тыткăна илчĕç, çан-çурăм тăрăх вăйлă хум сỹ-ỹ-ỹ! турĕ.

"Хавхаланупа" "Палан" ушкăнсем ăмăртмалла юрлаççĕ тейĕн. Сумлă ватăсен тĕрĕллĕ тумĕсем куçа илĕртеççĕ. Çамрăксен те çи-пуçĕ тĕлĕнмелле капăр, илемлĕн те çăмăллăн ташлакан ташшисем чуна çĕклентерсе яраççĕ, урасем тăпăртатма тытăнаççĕ.

Икĕ ушкăна туслăх тачă пĕрлештерсе тăрать. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелли чылай. Куç тулли тăванăмăрсене курса савăнтăмăр. Юлашкинчен пĕр-пĕрне хаклă парнесем парса чыс турăмăр, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров ырă сăмахсем каласа тав турĕ.

Шăкăл-шăкăл калаçу малалла библиотекăра тăсăлчĕ. Вĕри чейпе тата тутлă апат-çимĕçпе сăйларăмăр. Хамăр тăвансемпе чуна уçса кăмăл туличчен пуплерĕмĕр. "Хавхалану", "Палан", "Сурпан" ушкăнсемпе чăваш халăх юррисене шăрантартăмăр, малашне те пĕр-пĕринпе туслă пурăнма калаçса татăлтăмăр. Елчĕксем кĕнекесемпе дисксем парнелесе хăварчĕç.

Аваллăхăн сар çỹпçине уçмасăр,

Пĕлмесĕр ваттисен юррисене,

Çĕклеймĕ ăс хальхи кунсен шайне.

Çапла, тăван халăхăмăрăн илемлĕ те хитре юррисем малашне те шăнкăр-шăнкăр юхчăр. Çынсене савăнăç кỹччĕр. Этеме сăвă-юрă сывлăш пекех кирлĕ.

Тушкилпе Курнавăш ялĕсенче пурăнакан ырă чăвашсен туслăхĕ хурçă пек çирĕп пултăр, ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлтăр!

О.СЕРГЕЕВА. Тушкил ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика