11 февраля 2015 г.
Районти чылай ялта пулнă хыççăн, иртнĕ эрне вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тушкил ял тăрăхĕнчи Тушкил, Ямпулатпа Сăхăтпуç ялĕсене çитнĕ, вĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Çакăн пек мероприятисем икĕ еншĕн те усăллă, вĕсем пĕр-пĕрин пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне тарăнраххăн пĕлсе тăма, паянхи тата малашлăх тĕллевсемпе ыйтусем çине хуравсем илме май параççĕ.
Тĕл пулусем Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров 2014 çулта хăйсен ял тăрăхĕн территорийĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен халăха отчет туса панинчен тата 2015 çулхи задачăсене палăртнинчен пуçланнă.
-Администраци вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси тата халăха пурнăç условийĕсемпе тивĕçтересси Тушкил ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕсемпе çирĕплетнĕ ĕç планĕпе тата муниципаллă бюджетпа килĕшỹллĕн пулса пынă, - палăртнă Петр Ильич. Ялсене тирпей-илем кĕртни, урамсен тасалăхĕшĕн тăрăшни, тавралăха йывăç-тĕмпе чечексем лартса чĕртни, каçхине урамсене çутатни çынсене пурăнма кирлĕ условисене лайăхлатма пулăшнă. Хĕллехи вăхăтра ял тăрăхĕн администрацийĕ А.Н.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕпе тата Н.А.Егоровпа тунă килĕшỹсем хĕлле урамсене юртан вăхăтра тасатса тăма, çуркунне сарман çулсене тикĕслесе тухма май панă. Ямпулат ялĕнчи Восточнăй урамри çула вак чул сарса юсассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Тĕттĕм вăхăтра урамсене çутатассине, çунса кайнă лампăсене улăштарассине, çынсене ĕçмелли водопровод шывĕпе тикĕссĕн тивĕçтерессипе нумай тимленĕ, пĕчĕк аварисене вăхăтра пĕтернĕ.
2014 çулта федераллă программăпа килĕшỹллĕн З.И.Павлова çемйине пурăнмалли çурт-йĕр тума социаллă тỹлев панă.
Хăйĕн ытти кулленхи ĕçне те туса пынă ял тăрăхĕн администрацийĕ, çынсен çырăвĕсемпе сăмах вĕççĕн каланисене вăхăтра пăхса тухнă, çынсене тивĕçлĕ справкăсемпе тивĕçтернĕ, 2014 çулта ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн 12 ларăвне ирттернĕ. Профилактика канашĕ те ĕçлет, учетра 15 çемье тăрать, вĕсемпе ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ.
Пухăва пынисенчен ыйтусем те сахал мар пулнă. Тĕслĕхрен, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, çулсене пăхса тăрассипе, Сăхăтпуçĕнчи культура çуртне юсассипе, ял хуçалăхĕпе тата ытти те.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ тата 2015 çулта пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Унпа пĕрле тĕл пулусенче администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Людмила Аввакумова, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн начальникĕ Лилия Яковлева тата ытти хăш-пĕр представительсем пулнă. Владимир Ванерке, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров тата маларах асăннă организацисен представителĕсем ялсенче пурăнакансен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем панă. Тĕл пулусен итогĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне хушусем пани тата ертỹçĕсем тĕл пулусем вăхăтĕнче харпăр хăй çине илекен обязательствăсем мĕнле пурнăçланни контрольте пулĕç.