16 января 2015 г.
Çуралнă кĕтесрен аякра пурăнсан вăл тĕлĕнмелле вăйпа хăй патне туртать. Акă çĕнĕ çул умĕнхи çул çỹревĕн юлашки пунктне çывхарса пыратăп. Умра - тăван ен, Тушкил ялĕ. Иккĕмĕш çул уява кунта ирттеретĕп.
Таврана каç ĕнтрĕкĕ çапнă. Уяв умĕнхи хулари хĕвĕшỹпе шăв-шава манса ачалăх ытамне лекетĕп. Культура çурчĕ умĕнчи юртан купаласа калăпланă Хĕл Мучипе Юр Пике хăнана ăшă кулăпа кĕтсе илнĕнех туйăнчĕ. Пысăк пỹлĕм варринче капăрлатнă чиперкке чăрăш. Залран вара юрă-кĕвĕ, алă çупнисем илтĕнеççĕ. Халăх лăк тулли. Аран пушă вырăн тупса вырнаçатăп. Сцена çинче _ çĕнĕ çул юмахĕ. Пĕр курăну тепринпе ылмашăнать. Акă чикан майри (Ольга Ивановна Сергеева) хăйĕн тапăрĕнчи хĕрсемпе юрласа-ташласа кăмăла çĕклентерет. Епле вырăнта чăтса ларăн кунта! "Сурпанçăсем" те маттур. Фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 5 çул кăна-ха. Ячĕ-сумĕ район тулашне те сарăлчĕ. Мĕнле хитре янратаççĕ чăваш халăхĕн авалхи, хальхи юррисене. Тумĕсем, ташшисем мĕне тăраççĕ!
Купăс сасси (вăйăçи Людмила Леонидовна Камасева) вăйă картине йыхăрчĕ. Уяв тăршшĕпех "вупăр карчăксем" шỹтлесе, хайласа калаçса, ташласа пухăннисене савăнтарчĕç. Çамрăксем те концерт программине пуянлатрĕç. Мария Кириллова, Мария Камасева, Кирилл Кириллов ялти шкулта пĕлỹ пухаççĕ. Ырă йăласене упрама вĕренсе ỹсеççĕ çамрăкран. Çакă паха мар-и-ха?
Хăнасене те тарават тушкилсем. Акă, Самара хулинчен килнĕ 8 класра вĕренекен Елена Дюдюкинана уява пухăннисем ăшшăн йышăнчĕç. Çамрăк юрăç "Карнавальная ночь" кинофильмри юрăсене парнелерĕ.
Икĕ сехет мĕнле иртни те сисĕнмерĕ. Мĕн чухлĕ хавхалану, киленỹ кỹнине сăмахпа каласа пама çук пулĕ. Кам хатĕрленĕ-ха çакăн пек тĕлĕнмелле программăна? Надежда Камасева (Юр Пике) культура çурчĕн ертỹçипе Наталия Георгиевапа паллаштарчĕ. Ялта культурăна аталантарассинче унăн тỹпи пĕчĕк мар. Наталия Викторовна - Шупашкарти культура институчĕн режиссер факультечĕн студенчĕ.
Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ Тушкил тăрăхĕнче. Тараватлă, питĕ ĕçчен, юрра-ташша ăста. Пысăк тав сире. Çĕнĕ çулпа, ентешĕмĕрсем! Ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп пурне те.
Т.ВЛАДИМИРОВА, Самарăри патшалăх медицина университечĕн доценчĕ, медицина наукисен кандидачĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: концертпа савăнтаракансем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"