12 декабря 2014 г.
Тушкилти информаципе культура центрĕнчи "Сурпан" фольклор ансамблĕ чăваш халăх юррисене, йăли-йĕркисене ăруран-ăрăва куçарса пырассипе ăнăçлă ĕçлет. Ăна 2009 çулта йĕркеленĕ. Коллектива Наталия Викторовна Георгиева ертсе пырать, Людмила Леонидовна Камасева баянпа хавхалантарать.
"Сурпан" ансамбль Элĕк, Вăрмар, Елчĕк, Комсомольски, Çĕрпỹ районĕсенчи куракансене те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Ку коллектив Шупашкар хулинчи "Акатуй" уява та тăтăшах хутшăнать. Ансамблĕн репертуарĕ питĕ пуян.
Пурĕ 16 çын çỹрет юрлама. Ольга Сергеева, Таисия Шакина, Алевтина Матвеева, Лидия Алексеева, Зинаида Кириллова, Фрида Никитина, Ирина Николаева, Нина Степанова, Лира Иванова, Любовь Григорьева, Надежда Камасева, Нина Александрова, Таисия Петрова юрă-ташăпа çывăх туслашнă. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ вĕсем, тивĕçлĕ канăва кайнисем те пур вĕсем хушшинче.
"Сурпан" районти тата республикăри фестивальсемпе уявсенче ырă тĕслĕх кăтартать. Чăваш фольклорне аталантарассишĕн тимлекенсен харсăрлăхĕ малашне тата вăйланса пырасса шанатпăр.
Декабрĕн 19-мĕшĕнче культура çулталăкне вĕçлекен, ĕçсене пĕтĕмлетекен чаплă концерта пурне те йыхравлатпăр. 15 сехетре пуçланать вăл, 14 сехетре регистраци пулать. Тăвай ялĕнчи культурăпа кану центрне пымалла кăмăл тăвакансен.
А.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Тушкилти "Сурпан" ансамбль.