Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсем нумай, вĕсене пурнăçламалла

25 ноября 2014 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă тунти кунхи ларăва. Унта пухăннисем иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче, район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче, республикăри "Çаврăнăçуллă бригада" проекта пурнăçа кĕртсе, тĕл пулу йĕркелеççĕ. Унта ял хуçалăх кооперативĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ял хуçалăхĕсенче ĕçлеме ĕмĕтленекен çамрăксене йыхравлаççĕ.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ĕçлев сыхлавĕн ларăвĕ пулать, вунă сехетре пуçланать. Çав кунах, 16 сехетре Тăвайри культурăпа кану центрĕнче "Амăшĕсене - парне" хаваслă программа пуçланать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ял хуçалăх коллективĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă, выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарасси малалла пулса пыни пирки ăнлантарнă. Вăрлăхăн 36 проценчĕ кондицие ларнă.

Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов Тушкилти вăтам шкулти спорт залĕнче юсав ĕçĕсем пыни, вĕрентỹпе воспитани процесĕ, предметсен олимпиадисем çинчен каласа кăтартнă.

"Элпуçĕнчи, Тĕмерти - информаципе культура, Тăвайри культурăпа кану центрĕсене çĕнĕ оборудованисем килнĕ, çывăх кунсенче вĕсене вырнаçтарма пуçлаççĕ", - тесе пĕлтернĕ социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Наталья Чайкина.

Полицин районти уйрăмĕн начальникне Вениамин Обаськина, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникне Владимир Михайлова, Тăвайри больницăн тĕп врачне Нина Бурдасована, "Аль" спорткомплекс директорне Анатолий Кириллова тата ыттисене тимлĕ итленĕ пухăннисем.

Г.ЕГОРОВА.

 

 

 

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика