05 февраля 2013 г.
Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске, тесе юрлаççĕ юрăра. Ку вăл чăнах та çапла ĕнтĕ. Акă манăн пĕр вырсарнире Канаш хулине пасара кайма тÿр килчĕ. Халăх нумай унта, пур çĕрте те çын хĕвĕшет. Чылай çул каялла палланă çынсене куркаларăм та, вĕсем сăнран та, ÿт-пÿрен те улшăнса пыни сисĕнчĕ. Ялан вун çиччĕре е вăтăр-вăтăр пиллĕкре пулаймăпăр çав. Тата кашни вăхăтăн хăйĕн сăн-пит.
Пасарта пулнă хыççăн хаçат-журнал киоскĕ патне танккарăм. Унта çитеспе хамăр районти Тушкил ялĕн çыннине Николай Варфоломеевич Морякова курах кайрăм. Эпир пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлетпĕр те, тÿрех калаçса кайрăмăр. Районти тĕп больницăра та пĕр вăхăтрах сипленнĕччĕ. Çавăнтанпа пĕр-пĕрне тата та çывăхрах туятпăр пулас.
Сăмах çине сăмах. Пирĕн калаçу Сăхăтпуç çынни Василий Григорьевич Андреев çине куçрĕ. Мĕншĕн тесен вăл та пĕр вăхăт больницăра хирурги уйрăмĕнче сипленчĕ.
Н.Моряков ун пирки чылай ăшă сăмах каларĕ. “Ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă вăл”, – терĕ. Николай Варфоломеевич “Шимкусский” совхоз директорĕ пулнă, хăйĕнпе пĕр вăхăтра ĕçленĕ çынсене лайăх пĕлет.
Андреевăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Çамрăклах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Салтак служби хыççăн та ялтах юлма шутланă, “Красный Октябрь” колхозра ĕçленĕ.
В.Андреев уй-хир бригадин бригадирĕнче, сысна ферми заведующийĕнче чылай вăхăт тăрăшнă. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ вăл вăхăтсенче.
Пултарнине кура Н.Моряков директор (ун чухне икĕ ялпа пĕр совхоз пулнă) В.Андреева Сăхăтпуç уйрăмĕнчи яваплă вырăнсенче ĕçлеттерет. Вĕсенче хăйне аван енчен кăтартса панă вăл. Ял çыннисем хисепленĕ ăна. Çакă та ĕçе ырă витĕм кÿнĕ.
Февралĕн 1-мĕшĕнче, Василий Григорьевич 80 çул тултарчĕ. Шел, чире пула вăл пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулса тăнă. Апла пулин те, пуçа усманни пĕлтерĕшлĕ. Хисеплĕ юбиляра эпир – Н.Моряковпа иксĕмĕр нумай çул пурăнма ырă сунатпăр.