Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве çул уçнă çапăçу

05 февраля 2013 г.

Кăçалхи февралĕн 2-мĕшĕнче совет салтакĕсем нимĕç фашисчĕсен çарĕсене 1943 çулта Сталинградшăн пынă хаяр çапăçура çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Кунта кашни кварталшăн, кашни çуртшăн вилĕмле кĕрешÿ пынă, хулан тĕп вокзалĕ 13 хутчен алран-алла куçнă.
Сталинградшăн пынă çапăçу пĕтĕм Иккĕмĕш тĕнче вăрçишĕн çав тери пĕл-терĕшлĕ пулнă. Унти питех те пысăк çĕнтерÿ Аслă Отечественнăй вăрçа, Иккĕмĕш тĕнче вăрçине тепĕр май çавăрса янă, нимĕç фашисчĕсем малалла çĕнтерсе пырасси пĕтнĕ, вĕсен çарĕсене Совет Союзĕн территорийĕнчен хăваласси пуçланнă.
Сталинградшăн пынă хĕрÿ çапăçури паттăрлăхшăн 32 соединенипе чаçе “Сталинградски”, 5-шне “Донски” хисеплĕ ятсем панă, 55 соединенипе чаçе орденсемпе наградăланă, 183 чаçе, соединение тата пĕрлешĕве гварди çарĕсем туса хунă. Çĕр çирĕм ытла çар çыннине Совет Союзĕн Геройĕ ятне, 760 пин (кунта чăвашсемех 2 пин ытла) çынна яхăн “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн” медальпе чысланă, çав шутра – пирĕн районти Ямпулат ялĕн паттăрне Тимофей Григорьевич Григорьева та.
Вăл 1920 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Ямпулат ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Вăтам шкулта вĕреннĕ. 1940 çулхи ноябрьте ăна Куславкка военкомачĕ Хĕвел анăç Украинăри Каменец-Подольски облаçĕнчи Ярмолинцы хулине çар ĕçне – кĕçĕн авиаспециалиста вĕренмелли шкула янă.
Вăрçă пуçланнă чухне Т.Григорьев бомбардировка авиацийĕн 506 полкĕнче механик пулнă, тепĕр куннех кунти самолетсем нимĕç позицийĕсем çине бомбăсем пăрахма тытăннă, механиксем самолетсене вĕçеве хатĕрлесе тăнă. Анчах малтанхи вăхăтра тем пек вăй хурсан та чакса пыма тивнĕ. 1942 çулта Сталинград çывăхĕнче полк 225-мĕш номерпе 16-мĕш сывлăш çар составĕнче çапăçнă. Шел, самолетсем кивĕскерсем пулнă. Вĕсене нимĕçсем е персе антарнă, е стройран кăларнă. Çавăнпа Хусана кайса çĕнĕ ПЕ–2 самолетсем илсе килнĕ, вĕсемпе хаяррăн çапăçăва кĕнĕ. Паттăр çапăçнăшăн 96-мĕш Сталинградски гварди полкĕ туса хунă. Вĕсене хăйсене пурне те гварди значокĕсем тата “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн” медаль панă. Тимофей Григорьевича “Паттăрлăхшăн” медальпе те наградăланă. Сталинград патĕнчи контрнаступлени хыççăн ăна Орел–Курск пĕккине яраççĕ. Нимĕçсене Курск патĕнче çĕмĕрсе тăкнă хыççăн, 1943–1945 çулсенче вĕсен 2-мĕш Белорусси фрончĕ "вăл халĕ çак фронтра пулнă" Белоруссие ирĕке кăларса, Польшăна кĕнĕ. Вĕсем Варшавăна, Познане çĕнтерсе илнĕ, Берлина штурмланă. Полк ялавĕ çинче Кутузов орденĕ йăлкăшнă.
1947 çулта Т.Григорьев яла таврăннă. Мĕн ватăличченех тăван хуçалăхра колхозникре, бригадирта, кладовщикре ĕçленĕ.
Тимофей Григорьев мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ. Хисеплĕ ватлăха пăхмасăрах вăл халĕ те пахча çимĕç лартса тăвать, вăрçă çинчен аса илÿсем çырать, çамрăксемпе тĕл пулать.
Чăваш Енре хальхи вăхăтра Сталинградшăн пынă çапăçăва хутшăннă 70 ытла çын пурăнать.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Ямпулатри Тимофей Григорьева Сталинградшăн пынă çапăçура çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа саламланă вăхăтра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика