29 января 2013 г.
Кăрлач уйăхĕн (январĕн) пуçламăшĕнче экономика наукисен докторĕ Лев Пантелеймонович Кураков профессор, академик 70 çул тултарнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ ăслăлăхпа, вĕренÿпе, хăй халăхĕшĕн тăрăшнипе çыхăннă.
Кирек мĕнле юбилей те иртнине пĕтĕмлетсе, хакласа, малашлăх тĕллевсене палăртмалли меллĕ вăхăт. Вĕренÿ ĕçне-хĕлне наука, пурнăç ыйтнă пек çÿллĕ шайра туса пынăшăн Лев Пантелеймонович Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн премине тивĕçнĕ. Вăл – РФ аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ. Унăн Раççейри, тĕнчери вун-вун сумлă награда. Лев Кураков “Хисеп”, “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” IV степень орденĕсен, “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден кавалерĕ. Стамбул, Вена, Нью–Йорк университечĕсен Хисеплĕ докторĕ тата профессорĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ăна Европăри естество пĕлĕвĕсен ăслăлăхĕсен академийĕн президиумĕн членне суйланă. Унăн ĕçĕсем акăлчанла, нимĕçле, турккăлла пичетленнĕ.
Чăваш патшалăх университечĕ вăл унăн ректорĕ пулнă çулсенче (1990–2010) Раççейри чи лайăх аслă вĕренÿ заведенийĕсен йышне кĕнĕ. Лев Кураков хăй те “Раççейри çулталăк ректорĕ” ята виçĕ хутчен тивĕçнĕ. Вăл Чăваш патшалăх университетне вĕренĕвĕн тĕнче рынокне çирĕппĕн илсе тухнă. Çирĕм çул хушшинче университет профессорĕсемпе доценчĕсен йышĕ 2 хут ÿснĕ, студентсен шучĕ 22 пине, факультетсен хисепĕ те 22 çитнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрхи тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче университетра студентсен пысăк йышĕ хуларан килнисем пулнă, ялсенчен вара – сахалăн. Çак танмарлăха пĕтерме университет ректорĕ тăрăшнипе яллă районсенче тата республикăн хăш-пĕр хулисенче – Патăрьелĕнче, Улатăрпа Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта филиалсем, 20 яхăн представительствине, аслă шкул умĕнхи хатĕрлев центрĕсене уçнă. Çав шутран пирĕн районти Тушкилпе Тăвайри вăтам шкулсенче те университетăн лицей класĕсем, каярахпа хатĕрлев центрĕсем ĕçленĕ. Вĕсене университетран преподавательсем вĕрентме килсе çÿренĕ.
“Пирĕн шкулта 1999 çулхи октябрьте уçăлчĕ лицей класĕ, унтан представительство пулчĕ. 9 преподаватель килсе çÿренĕ Тушкилти ачасене вĕрентме Чăваш патшалăх университетĕнчен. 11 çул тачă хутшăнса ĕçлерĕмĕр эпир университетпа. Çав тери пысăк пулăшу пулчĕ вăл ял ачисемшĕн. Лев Кураков ректор хăй те пĕрре çеç мар пулнă пирĕн шкулта. Лев Пантелеймоновича Тушкил ял тăрăхĕн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Вăл январĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Халăх хисепĕпе тавĕ ăна пурнăçра тата ăслăлăх, творчество ĕçĕ-хĕлĕнче ялан пулăшса пытăр”, – терĕ Тушкилти вăтам шкул директорĕ тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Павловна Орлова. Сăмах майăн асăнсан, Лев Кураковăн ывăлĕсем – Владимирпа Александр та иккĕшĕ те экономика наукин докторĕсем.
РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ, Чăваш Енĕн вице-президенчĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă çулсенче те Лев Пантелеймонович республика аталанăвĕшĕн яваплăха туллин туйса ĕçлеме тăрăшнă. Пĕр телетупăшура Лев Кураковран Президентăн чи кирлĕ пахалăх енĕ пирки ыйтнине астăватăп. “Ăс-тăн,” – тенĕччĕ вăл.
Лев Кураков академик хальхи вăхăтра, хаçатсенче çырнă тăрăх, Раççей вĕренÿ академийĕнче ĕçлет, РФ Вĕренÿ министерствин тытăмĕнчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи преподавательсен квалификацине ÿстерекен ăслăлăх ертÿçи, Мордва патшалăх университечĕн ректорĕн канашçи те.
Чылай çул каялла пирĕнпе, “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемпе, тĕл пулнă чухне те вăл хăйĕн экономикăпа финанс ыйтăвĕсемпе иртекен тĕнчери, Раççейри тĕрлĕ симпозиумсемпе конференцисене тăтăшах хутшăнма тивни çинчен каланăччĕ, тĕл пулура хускатнă ыйтусем çине хаваспах хуравсем панăччĕ.
–Эпĕ хам ытларах ыранхи кунпа, малашлă ырă шанчăкпа ĕçлесе пурăнатăп, – тенĕччĕ вăл. Ялан çапла пултăр."Сельский труженик"
АУ Чувашской Республики "Редакция Янтиковской районной газеты "Сельский труженик"
Источник: "Ял ĕçченĕ"