26 ноября 2013 г.
Çак эрнере Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Анастасия Чернова 95 çул тултарчĕ. Аслăрах ÿсĕмри çынсем ăна аван пĕлеççĕ. Ялти шкулта нумай çул ачасене вĕрентнĕ, завучра, шкул директорĕнче ĕçленĕ, ял тата район Совечĕсен депутачĕ, пропагандист, парти райкомĕн членĕ пулнă. Ялти, районти ятлă-сумлă çынсенчен пĕри, хастар общественница.
Анастасия Петровна Чернова 1918 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне Канашри педагогика училищинче ÿстернĕ, учитель дипломне илнĕ. Вĕренсе тухсан вăл çар офицерне качча тухать, унпа пĕрле Иркутск хулине куçать, унта 1944 çулхи августчен учительницăра ĕçлет. Мăшăрĕ фронтра вилсен, çамрăк хĕрарăм икĕ ачипе тăван яла таврăнать, шкулта пуçламăш классенче вĕрентме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах пĕлĕве малалла ÿстерес пирки те манмасть: учительсен институтĕнчен вĕренсе тухать. Пĕлĕвне тата пултарулăхне кура ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме куçараççĕ.
Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче мана Тăвайри вăтам шкулта вĕренме тÿр килнĕччĕ. Пирĕнпе пĕрле Сăхăтпуç ачисем те вĕренетчĕç. Типтерлĕрех, тасарах тумланатчĕç вĕсем, çынпа хутшăнас культура та пысăкрахчĕ вĕсен. Вĕренÿри тăрăшулăхпа палăрса тăратчĕç. Çавăнпах ку ялтан вĕреннĕ çынсем те ытларах тухнă ĕнтĕ. Калăпăр, техника ăслăлăхĕн докторĕ В.С.Пряников, В.П.Желтов ăслăлăх кандидачĕ, унăн шăллĕ – ăслăлăх докторĕ М.П.Желтов, хими ăслăлăхĕн кандидачĕ Н.В.Яковлев тата ыттисем. Ку шкулта 42 çул РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Иван Осипович Мусаков вĕрентнĕ. Унăн таппи каярахри çулсенче те палăрнă. Сăхăтпуç шкулĕнче районта пуçласа тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ. Унта таврари шкулсенчен кăна мар, республикăри ытти районсенчен те вĕренекенсемпе вĕрентекенсем курма çÿренĕ. Шкул пахчи ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне пулнă. Унта улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Ăна сутса шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕплетес ĕçре усă курнă. Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнчех кунти шкулта вĕренекенсене вĕри апат çитересси çине куçнă.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Анастасия Петровнăна “Хисеп Палли” орденпа, “Ĕç ветеранĕ” медальпе, РСФСР тата Чăваш АССР Çут ĕç министерствисен Хисеп грамотисемпе, “Педагогикăри творчествăлла ĕçшĕн” паллăпа наградăланă. Вăл “Тăван çĕр-шывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале тивĕçнĕ.
Мăшăрĕ фронтра пуç хунă хыççăн икĕ хĕрне пĕччен пăхса çитĕнтернĕ вăл, иккĕшне те аслă пĕлÿ илме тата ура çине тăма пулăшнă. Виçĕ мăнук, мăнукĕсен ачисем çиччĕн тата вĕсен ачисем улттăн паянхи куна Анастасия Петровнан. Вĕсем пурте, тăван амăшĕсем пекех, мăн кукамăшне чунтан юратаççĕ, хисеплеççĕ. Ватă çын вĕсемшĕн савăнать, хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа парать. Пурнăçĕнчи йывăрлăхсемшĕн, хĕн-тертшĕн вăрăм кун-çул парнеленĕ ăна Турри. Çав кун-çула вăл чыслăн пурăнса ирттерет.
Юбиляра район администрацийĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн, Тушкил ял тăрăхĕн, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕсем В.Ванерке, Л.Аввакумова, П.Захаров, В.Шакров, Тушкилти вăтам шкулта вĕрентекенсем, ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ветерансен ялти канашĕн председателĕ, тăванĕсем ăшшăн саламланă. Хăнасем Анастасия Петровнана çĕр-шыв Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парнесем, чечек çыххисем панă. Хăй вĕрентнĕ ачасем ăшă сăмахсем каласа тав тунă.
Эпир те хамăр вулакансен ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранне сумлă юбилейпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ те телейлĕ ватлăх сунатпăр.
И.СОЛОВЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"