19 июня 2013 г.
Район территорийĕнче утă уйăхăн 15-мĕшĕччен пыракан “Пĕлтерсем, вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ!” наркотиксене хирĕçле уйăхлăх вăхăтĕнче тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттерме палăртнă.
Райадминистраци, прокуратура, полици уйрăмĕн çурчĕсенче, Патшалăх наркоконтролĕн Канашри уйрăмĕнче граждансене наркотиксемпе сутă тунă фактсем наркопритонсем çинчен анонимлă майпа пĕлтерме ещĕксем вырнаçтараççĕ.
Енчен те эсир наркотикла тата психотроплă хатĕрсемпе тивĕçтерекенсем çинчен пĕлтĕр пулсан, ун пирки хăвăр камне палăртмасăр, вырăнти хăй тытăмлăх сайчĕ урлă пĕлтерме пултаратăр, унта ятарлă баннер вырнаçтарнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче наркотиксен çаврăнăшне пÿлес, çамрăксене йăнăш çул çине тăрассинчен пăрас тĕллевпе спортпа культура мероприятийĕсем, лекцисемпе калаçусем йĕркелеççĕ.
А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, I класлă юрист.