Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхăтпуçĕнчи Наумовсем

03 декабря 2012 г.

Районти санэпиднадзор центрĕнче ĕçлекен специалистпа Людмила Ивановна Яккупа калаçса кайрăмăр та пĕррехинче, вăл хăйсен ялĕнчи – Сăхăтпуçĕнчи вун-вун çынпа çемье пирки ырăпа асăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – Наумовсен çемйи.
Вениамин Николаевичпа Роза Ивановнана хам та нумайранпа пĕлнĕрен-ши, вĕсен ячĕ-шывĕ тухнăран чĕререн савăнтăм. Вениамин Николаевич трактор-комбайнпа ĕçлесе ĕмĕрĕпех тырă-пулă туса илнĕ, мăшăрĕ çав вăхăтрах пахча çимĕç тата уй-хир бригадисенче тăрăшнă. Паллах, килти ĕçсене те тума ĕлкĕрнĕ вĕсем, ачи-пăчине те çуратса ÿстернĕ. Наумовсене илес пулсан, вĕсен тăватă хĕр те икĕ ывăл. Куратпăр, колхоз ĕçĕнче те, çемьеллĕ пурнăçра та маххă паман вĕсем. Çавăнпа телейлĕ. Чăн та, кайран колхоз саланни савăнтарман ĕнтĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх çынсене – лайăх-и е начар-и – ĕçе явăçтарнă, унпа тивĕçтернĕ, ял пурнăçне йĕркелесе пыма пулăшнă. Халĕ ялсенче мĕн чухлĕ çын ĕçсĕр авă.
Ултă ачаран юлашки иккĕшĕ йĕкĕреш. “Пилĕк ача çуратас терĕм те, улттă та пулса кайрĕ. Анчах халĕ пĕри те ытлашши мар вĕсем”, – хавхаланать ачисемпе Роза Ивановна.
Ывăлĕсем – Андрейпа Алексей – йĕкĕрешсем. Вĕсем Сăхăтпуçĕнче колхоз-совхоз пĕтиччен тракторпа та, комбайнпа та ĕçленине астăватăп. Тушкилти вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче те вырма вăхăчĕсенче уйра “хир карапĕсемпе” тырă вырса çапакан ашшĕсене пулăшма васканă Наумовсемпе Храмовсен ывăлсем. Паянхи пекех куç умĕнче: маттурччĕ вĕсем.
Наумовсен йĕкĕрешĕсенчен пĕри – Андрей халĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕр хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Çемьеллĕ вăл. Арăмĕ Наташа та Сăхăтпуçĕнченех. Ялти лапсăркка йывăçсем айĕнчех туслашса çемье чăмăртанă ахăр. Çамрăксен хăйсен икĕ ача халĕ – хĕрпе ывăл, Тушкиле шкула çÿреççĕ, мĕншĕн тесен ялти хупăннă-çке-ха. Наумовсен кинĕ Наташа та, медицина пĕлĕвĕ илнĕскер, хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупайман-ха. Ялта, вырăнта ĕç çукранах Андрей район тулашне укçа тума çÿрет.
Çавăн пек çынсем Наумовсем. Аслисем Вениамин Николаевичпа Роза Ивановна, иккĕшĕ те çитмĕлрен иртнĕ. Пĕри тепринчен икĕ çул аслăрах. Çапах сатур-ха, çавă лайăх. Килте ĕне тытаççĕ. Мотоблок, унпа çĕр ĕçĕ тумалли хатĕрсем пур килĕнче. Вĕсемпе Вениамин Николаевичпа мăшăрĕ хăйсемех вăш-ваш ĕçленине каласа параççĕ ял çыннисем. Ĕмĕрĕпех пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулнă вĕсем. Мĕнле ĕç кăна тумаççĕ тата мотоблокпа усă курса: çĕр хатĕрлеççĕ, çĕр улми, выльăх кăшманĕ лартса тăваççĕ, чĕреççĕ, кăлараççĕ, курăк çулса выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ... Çынсене пулăшнине те каласа кăтартаççĕ кÿршисем. Ăшпиллĕхпе палăрса тăраççĕ Наумовсем. Ĕмĕрĕ ку таранччен ахаль иртмен вĕсен. Кирпĕчрен пÿрт-çурт çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ терĕмĕр, йывăçсем лартнă, çĕр ĕçĕпе пурăннă, çемьешĕн, ялшăн тăрăшнă. Тепĕр чухне, пĕр йывăç лартса чĕртни те мĕн тери паха. Унашкал ырă ĕçсем ĕмĕр тăршшĕнче нумай пухăнаççĕ Наумовсен. Чи пахи – вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывă пулни, ачисене, ял-йыша, таврана хăйсем çавна сисмесĕрех ăшă кăмăл парнелени.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика