Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паркри ĕçченсем

02 ноября 2012 г.

“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕн машина-трактор паркĕ асфальтлă çулпа яла пырса кĕнĕ çĕртех вырнаçнă. Ун умне чарăнтăмăр. Ку вăл районта ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунне уявлас умĕн пулнăччĕ.

Паркра пĕр чун та çук пек туйăнчĕ малтанах. Анчах территорине шаларах кĕнĕçемĕн ку шухăш тĕтре пек сирĕлчĕ. Мĕншĕн тесен мастерскойне пырса кĕнĕ çĕртех Валентин Николаевич Емельянов тимĕрçĕпе Алексей Степанович Степанов водитель КамАЗ кустăрмине йĕркелесе майлаштаратчĕç. Сăмах майăн каласан, Валентин Николаевич та, унăн пиччĕшĕ Виталий Николаевич Николаев та, пенсире. Анчах иккĕшĕ те куллен парка çул тытаççĕ, шухăшĕ-кăмăлĕпе унтах вĕсем. Виталий Николаевпа Николай Константинов (çулла утă рулонĕсем тунăскерсем) халĕ ĕнесем валли люцерна çулса турттарнине хыпарларĕç.

Пирĕнпе алă тытса сывлăх сунса Николай Петрович Павлов водитель мастерскойне шала хыпаланчĕ. Ăна нумайранпа пĕлетпĕр, ĕçчен те кăмăллă çын вăл, хуçалăхра ГАЗ–53 машинăпа ĕçлет.

Алексей Гурьевич Моряковпа та сăмах хушрăмăр, ăна-кăна ыйтса пĕлтĕмĕр унран. Вăл Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа кĕçех вăтăр çул çитет, хуçалăхра пĕр улшăнмасăр тĕп инженер-механикре тăрăшать. Вăл Юрий Дубровинпа Александр Маргушов механизаторсем 1221 маркăллă кустăрмаллă тракторсемпе халĕ те (иртнĕ эрнере) уйра çĕр кăпкалатнине каларĕ. Асăннă механизаторсен ячĕ-хушамачĕсене вулакансем район хаçачĕн страницисенче пĕрре çеç мар курнă ĕнтĕ. Вĕсем çурхи тата кĕрхи ака-сухасенче ялан пысăк хастарлăхпа, тÿрĕ кăмăллă та пахалăхлă ĕçленипе палăрса тăраççĕ. Шăйрăклă–мĕнлĕ, çиелтен ячĕшĕн ĕçлесси ют вĕсемшĕн. Ун пек ĕçлесе çĕр ĕçлекен чысне çухатмаççĕ. Тушкиле-мĕне килсен, эпĕ тăтăшах тĕл пулса калаçакан Владимир Ильич Алексеев та чи харсăррисен шутĕнче. Хальхинче унпа мастерскойĕнчех курнăçрăмăр. Хуçалăх ертÿçипе коллектив хисепĕнчи ĕçчен çынсенчен пĕри вăл. Çĕр ĕçне, техникăна чунĕпе парăнни сисĕнет унпа калаçнинчен. Ĕçĕпе те çавăн пек. Ахальтен мар ăна вырмара кăçал лизинг меслечĕпе туяннă çĕнĕ “Вектор” комбайн, нумаях пулмасть вара Харьковра туса кăларнă çĕнĕ хăватлă Т–150 трактор шанса панă. Унччен “Дон–1500” комбайнпа тырă вырса çапнă вăл çуллен.

–Кăçал эпĕ “Векторпа” тырă çапса тĕшĕленине çитсе кураймарăр эсир, – терĕ Владимир Ильич, хăйĕнпе сăмах хушса ĕлкĕриччен малтан.

–Парк территоринче курмарăмăр-çке санăн “Векторна”? – тетĕп ăна хирĕç.

–Ангара хÿтлĕхе вырнаçтартăмăр хĕл каçма, унта лайăх упранĕ, юрĕ те, çумăрĕ те хĕн кăтартаймĕç.

Владимир Ильич асăннă çĕнĕ комбайнпа кăçал хăй 6 пин центнер çурă тырă çапса илнине пĕлтерчĕ.

–Маттур, – ырларăмăр эпир.

Çĕнĕ Т–150 тракторпа та ахаль лармасть – пилĕк корпуслă плугпа çĕр сухалать, пулас тухăç никĕсне хывать.

–Пурте пĕрле пĕр сакăр çĕр гектара яхăн çĕр кăпкалатрăмăр та пулĕ, – хавхаланчĕ вăл.

–Механизаторта, комбайнерта тăрăшнисĕр пуçне Владимир Ильич гараж заведующийĕн ĕçĕсене те пурнăçлать, – ăнлантарчĕç пире ял хуçалăх кооперативĕн бухгалтерийĕнче.

Вăл пурăнма та хуçалăхăн машина-трактор паркĕ çывăхĕнче тĕпленсе пурăнать, унтипе пĕр сывлăшпа сывлать темелле. Пĕрне тепринчен уйăрса тăмасть. Çапла йĕркеленнĕ, хăнăхнă.

Мăшăрĕ те, Любовь Васильевна, ялан юнашар тенĕ пек – вăл хуçалăх столовăйĕнчи повар. Столовăйĕ вара Алексеевсен кил хуçалăхĕпе юнашар, машина-трактор паркĕ патĕнче. Унта паркра ĕçлекенсем те, çĕнĕ ĕне вити тăвакан “Строитель” ООО ĕçченĕсемпе тепĕр ĕне витине юсаса çĕнетекен “Янтиковская” МСО строителĕсем те апатланаççĕ. Çавăнпа Любовь Васильевнана апат пĕçерсе хатĕрленĕ тата унпа тивĕçтернĕ çĕрте Любовь Ивановна Серафимова пулăшать хальхи вăхăтра. Иккĕн канашласа ĕçлеме те аван.

Алексеевсен икĕ ача пулнине те пĕлтĕмĕр калаçнă хушăра. Хĕрĕ Шупашкарта аслă шкулта пĕлÿ илет иккен, кăçал пĕрремĕш курсра вĕренет, ывăлĕ Канашра юсав ĕçĕнче.

Тушкил – пысăк ял. Унта харпăр хăйĕн ĕçне ырă кăмăлпа тăвакан тăрăшуллă та пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсем кашни ĕç участокĕнчех пур тесен те йăнăш пулмĕ. Анчах хальхинче эпир тырă-пулă туса илекенсем çинчен çырса кăтартас терĕмĕр. Вĕсем вун ултă пин центнер ытла тырă пухса кĕртнĕ кăçал, курăк çулса утă, сенаж, кукурузăпа хĕвел çаврăнăшĕнчен силос хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕхе аталантарма тÿпе хывнă, çак ĕçсенче çу каçа вăй хунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика