30 октября 2012 г.
Выльăх-чĕрлĕхе ăнтарасси, унран пысăк пахалăхлă продукци нумайрах туса илесси выльăхсене пăхса усрамалли условисенчен, ку чухнехи технологисемпе епле усă курнинчен нумай килет.
Çаксене тĕпе хурса, Тушкилте ку чухнехи конструкцисемпе тата технологисемпе 200 пуçлăх çĕнĕ ĕне вити пикенсех тăваççĕ. Кунта ĕçлекен “Строитель” ООО прорабĕ Юрий Васильевич Фомин каланă тăрăх, çĕнĕ вите тунă çĕрте çирĕм саккăрăн вăй хураççĕ. Витере выльăхсене кăкармасăр усрĕç. Декабрь çурринче хута яма палăртаççĕ. Выльăхĕсене туяннă. Çĕнĕ витере сумалли зал та, сĕт блокĕ те пулĕ. Апатламалли техника кÿрсе килнĕ.
“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕн халĕ усă куракан вите тăррине “Янтиковская” МСО строителĕсем çĕнетсе витеççĕ. Витере сунă сĕт, производство сферинчи условисемпе хутшăнмасăр, пăрăхсем тăрăх тÿрех сĕт блокне пырать, унта тивĕçлĕ температура таран сивĕнет. “Кăçалхи 9 уйăхра хуçалăхра пурĕ 4610 центнер сĕт туса илнĕ”, – терĕç “Шимкусский” хуçалăх бухгалтерийĕнче. Анчах ĕнесен продуктивлăхне ÿстерессипе чылай ĕçлемелле-ха.
Çĕр ĕçне илес пулсан, тушкилсем тĕш тырăпа выльăх апачлĕх культурăсем туса илнĕ. Кашни гектар вăтамран 16 центнер тырă панине каларĕç. Çитес çулхи тухăç валли 145 гектар кĕрхи тулăпа 112 гектар ыраш акса хăварнă. Хальхи вăхăтра ака лаптăкĕсене дискласа тата сухаласа кăпкалатаççĕ. Çак ĕçсене Владимир Алексеев, Юрий Дубровин, Александр Маргушов механизаторсем явăçнă. Вĕсем пысăк хăватлă Т-150 тата 1221 маркăллă кустăрмаллă тракторсемпе ĕçлеççĕ. Харьковра туса кăларнă çĕнĕ Т-150 трактортан пилĕк корпуслă плуг кăкарса ĕçлекен Владимир Ильич Алексеев вырма вăхăтĕнче кăçал лизингпа туяннă çĕнĕ “Вектор” комбайнпа вăй хунă, чылай тырă çапса илнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"