Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок – тушкилсенче

06 апреля 2012 г.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен хĕрарăмсен командисем волейболла выляса тупăшрĕç. Ача-пăча спорт шкулĕнче уçрĕç ăмăртусене. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Ванерке саламласа, ăнăçусем сунчĕ волейболисткăсене.
Икĕ ушкăнра тупăшрĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем. Йăнтăрчăсем, тăвайсем, тăрмăшсем, тĕмерсем, тушкилсем пулчĕç пĕрремĕшĕнче. Тепринче – элпуçсем, çĕнĕпуянкассисем, енĕшнăрвашсем, чутейсем.
Вăйăсем çÿллĕ шайра иртрĕç, пурте çĕнтерÿ патне талпăнчĕç. Район чемпионĕ ятне илессишĕн юлашкинчен тушкилсемпе элпуçсем тупăшрĕç. Тушкилти вăтам шкулта ĕçлекенсем Кубока алран вĕçертмерĕç. Элпуçсемпе тĕмерсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика