25 февраля 2012 г.
“Çăварни, çăварни теççĕ те, акă çитрĕ çăварни”, – тесе юрласа утса анчĕç аслă урампа илемлĕ саслă, капăр тумланнă культура ĕçченĕсемпе хор кружокĕн членĕсем. Çанталăкĕ сивĕ тăнине пăхмасăрах самайăн пуçтарăннă хĕл ăсатма.
Уявпа Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Захаров, “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи Ю.А.Алексеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ С.П.Орлова ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Ялти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ программăпа савăнтарчĕ. Хĕлле "Н.Георгиева" халăх умĕнче 3 уйăх хушшинче пурнăçланă ĕçĕсемпе паллаштарма Çилпе "О.Сергеева" Сивĕне "Л.Григорьева" сăмах пачĕ. Чăн-чăн хĕллехи çил-тăвăл пек уласа сыв пуллашрĕç сăнарсем. Çăварни карчăкне уяв вĕçленсен кăна çунтарса яраканччĕ. Хальхинче вара Çуркунне "О.Максимова" халăха сывлăх суннă хыççăнах пĕтĕм Шиксене "М.Никитина", Ÿслĕке "Н.Степанова", Сунаса "Н.Камасева" çунтарса яма сĕнчĕ.
Ялти пултарулăх ăстисем тутăрсем çыхса илемлĕ ташă кăтартрĕç, ун хыççăнах “Шимкусский” хуçалăх ертÿçи кÿлсе тухнă лаша çине ларса çăварни юрри юрласа катаччи чупрĕç.
Спорт ăмăртăвĕсенче хĕрарăмсем арçынсенчен кая мар тупăшрĕç. Г.Ефимова алă вăйĕ виçессипе, А.Васильева кире пуканĕ йăтассипе малта пулчĕç "арçынсенчен – А.Трофимов". Вĕренрен ярса илнĕ Тушкил пикисене ямпулатсем хăйсен енне туртса илчĕç.
Çапла çуркунне Тушкил ялĕнче хăнара пĕрремĕш пулчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"