20 сентября 2011 г.
Кăçал хăш-пĕр сăлтавсене пула кĕрхи тĕш тырă культурисене вăхăтра акаймарăмăр. Çапах та хальхи çумăрсем хыççăн çак ĕçе пикенсех пуçăнтăмăр. Паянхи куна 104 гектар кĕрхи ыраш тата 153 гектар кĕрхи тулă акрăмăр. Малалла та акасшăн. Вăрлăха биологиллĕ препаратпа – планризпа имçамласа пахалататпăр.
Тĕп акаканĕ – Владимир Александрович Маргушов. Вăл МТЗ–1221 трактортан кăкарса йĕркеленĕ 3 сеялкăллă агрегатпа акать. Унсăр пуçне пĕрер сеялкăллă агрегатсене те явăçтарнă акана: пĕринпе Александр Ложков, тепринпе Виталий Николаев механизаторсем акаççĕ. Сеяльщикĕсем маттур. Вăрлăхсене ака агрегачĕсем патне ГАЗ–53 автомашинăсемпе Николай Павлов, Игорь Иванов тата ЗИЛ автомашинăпа Николай Константинов турттарса тăраççĕ.
Кая юлса акатпăр пулин те, кĕр калчисем хĕле вăй илсе кĕтĕрччĕç тесе тимлеççĕ çĕр ĕçлекенсем.
Пĕрлех çурхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене Тăвайри вăрлăх инспекцине тĕрĕслеве тăратрăмăр, хăш-пĕр культурăсен вăрлăхĕсене çеç парайман-ха пахалăхне тĕрĕслесе пĕлме.
Кĕр тыррисене акса пĕтерсен çĕр улми кăларăпăр. Вăл нумаях мар, ултă гектар çинче. Аврине çулса хунă. Хĕвелçаврăнăшне пухса кĕртсе силоса хывнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"