06 сентября 2011 г.
Тушкилте ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕ кăçал çулла. Ăна малтан тĕплĕ юсарĕç.
Пĕлÿ кунĕнче вара пирĕн тепĕр ушкăн уçăлчĕ. Унта Ольга Александровна Токмакова воспитательница ĕçлет. Хальлĕхе кĕçĕн ушкăнра – 9, вăтамминче 18 ача, аслă ушкăна 25 ача çÿрет. Ача сачĕ 75 вырăнлă пирĕн.
Асăннă уява кĕтсе эпир нумай ĕçлерĕмĕр. Кĕçĕн ушкăн вылямалли пÿлĕм стенисене ÿкерчĕксемпе илемлетрĕмĕр, савăт-сапа хатĕрлерĕмĕр, çывăрмалли краватьсене тирпейлерĕмĕр. Ача сачĕн территорийĕнчи тасалăх пирки те манмарăмăр. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче комитет членĕсене суйларăмăр. Çавăн пекех çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас, пушартан сыхланас, ĕç вырăнĕсенче инкексĕр ĕçлес йĕркесене сÿтсе яврăмăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"