30 августа 2011 г.
Шимкусский” ЯХПКра хĕвелçаврăнăш та акнă, 65 гектар йышăнать вăл. Çумăрĕ çусах тăчĕ те, аван çитĕннĕ вăл. “Енчен те çанталăк чăрмантармасан, 10 кунра хĕвелçаврăнăша пухса пĕтеретпĕр”, – тет хуçалăх агрономĕ М.Павлов. “Е 281” маркăллă комбайн кал-кал ĕçлет уйра. Икĕ автомашинăпа турттарса тăраççĕ симĕс массăна. А.Ложков, В.Алексеев, Н.Яковлев хăйсен тивĕçĕсене аван пĕлеççĕ.
Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ кунсерен ÿссе пырать. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пысăк тухăçпа савăнтарасса шанма пулать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"