Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă пахчара – ял уявĕ

02 августа 2011 г.

Тушкилте чиркÿ уявĕ – Владимирски иртнĕ. 1894 çулта ялта пуçласа чиркÿ уçнă. Анчах вăтăрмĕш çулсенче хупнă ăна. 1997 çулта çĕнĕрен лартнă чиркĕве сăваплама Варнава архиепископ килнĕ. Июлĕн 28-мĕшĕнче, уяв кунне, Владимир кнеç ячĕллĕ чиркÿре Сергий атте кĕлĕ ирттернĕ. Престол уявĕнче ĕненекенсене çавăн пекех ку тăрăхри чиркÿсенче ĕçлекенсем те саламланă.

Кăнтăрла иртсен ял çыннисем, хăнасем Аслă пахчана пуçтарăннă. Культура çурчĕн директорĕ Н.Георгиева ял уявне уçнă май, пухăннисене праçникпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей суннă, хăех концерта ертсе пынă.

Икĕ сехете пынă юрă-ташă ăстисен пултарулăх программи. Валентинăпа Мария Никитинасем, Людмила Камасева, Мария Кириллова, Вика Захарова тата ыттисем илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă. Тушкилсене уявпа саламлама Йăнтăрчăран Алина Воробьева юрăç килнĕ. Ăна та халăх ăшшăн йышăннă. Ташă ушкăнĕн (ертÿçи Алена Андреева) кашни номерĕ хыççăн та тăвăллăн алă çупнă уява килнисем. “Маттур!” – тесе хавхалантарнă çамрăк артистсене.

Кĕвĕ янăранипе çынсем ташламасăр чăтайман. Вăйă картине тăнă. Çамрăксем вара ирчченех дискотекăра савăннă.

Спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, суту-илÿ ĕçленĕ, халăх кăмăллă юлнă уявпа. Ăна хатĕрленсе ирттерме Наталия Степанова, Оксана Максимова, Алексей Васильев нумай пулăшнă культура ĕçченĕсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика