29 июля 2011 г.
“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕнче кулленех хĕрÿ ĕç пырать: çынсем те, техника та пикенсе ĕçлеççĕ харпăр хăйĕн ĕç вырăнĕнче. Ял ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, тырă пухса кĕртеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма хатĕрленсе ку таранччен пурĕ 560 тонна утă тата 928 тонна сенаж хатĕрлесе хунă. Çак ĕç, паллах, малалла та пырать.
Унсăр пуçне тырă та кĕрет йĕтеме. Вырмана районта чи малтан тухса çулса кушăхтарнă кĕрхи ыраша пĕркунах çапса тĕшĕленĕ, улăмне те рулонласа хунă. Хальхи вăхăтра ял çывăхĕнчи уйра акса ÿстернĕ кĕрхи ыраша икĕ тĕш тырă комбайнĕпе тÿрремĕн çапса илеççĕ. Юрий Дубровинпа Владимир Алексеев комбайнерсем тăрăшаççĕ ку ĕçре. Бункерсем туласса Николай Павлов водитель кĕтсех тăрать. Вăл çĕнĕ тырра иртнĕ çулсенчи пекех йĕтеме турттарса тăрать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"