12 июля 2011 г.
Пĕр-пĕрне килĕштерсе тата ăнланса пурăннине нимĕн те çитес çук. Çемьери юратупа шанчăклăха çирĕплетсе пымалли уява илемлĕ ирттерме Сергеевсен килне ятарлă программăпа çул тытрĕç Тушкилти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе унти пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем. Культура çурчĕн директорĕ Н.Георгиева тăрăшнипе Ольга Ивановнана юбилейпа саламлама кăмăл турĕç вĕсем.
Вăл нумай çул çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парассишĕн вăй-халне, ăсталăхне шеллемесĕр тăрăшнă. Пур енĕпе те сатур Ольга Ивановна. Культура çуртĕнче иртекен концертсене, спектакльсене, конкурссене, ял уявĕсене хутшăнса пултарулăхĕпе савăнтарнине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ ял çыннисем. Спортпа та туслă. Акă, хĕл кунĕсенче кулленхи ĕçрен пушансан, çут çанталăк илемĕпе киленме йĕлтĕрпе вăрмана васкать.
Чăнах та, ял халăхне тĕлĕнмелли уяв пулчĕ ку. Ял артисчĕсем чечек çыххисем йăтса урам тăрăшшĕпе юрласа утрĕç. Чи малтанах кил çурта ăшă, хăтлăх кÿрекене, Ольга Ивановнана, 55 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламларĕç. Унтан çемье уявĕ пуçланчĕ. Сергеевсем мăшăрланнăранпа 31 çул çитрĕ. Çак хушăра Тăвайри газ участокĕнче вăй хуракан Виталий Александровичпа Ольга Ивановнан хĕрĕпе ывăлĕ те çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Туслă мăшăра илемлĕ юрăсемпе саламларĕç. Унтан вĕсене халăх умне кăларса черченкĕ салтак тÿми чечекĕнчен (ромашкăсенчен) хатĕрленĕ пуç кăшăлĕсем тăхăнтарчĕç, “чĕре” çакса ячĕç, парне пачĕç. “Йÿçĕ!” тесе кăшкăрма та манмарĕç.
Вырăна тухса çакăн пек çемье уявĕ пуçласа ирттернĕрен-ши, Сергеевсен хăнисем те, куракансем те çав тери кăмăллă юлчĕç, чылайччен артистсемпе пĕрле юрласа, ташласа савăнчĕç.
–Элĕкре çуралса Тушкилте çав чыса тивĕçрĕм, тавах, – терĕ савăнăçне пытараймасăр Ольга Ивановна. –Хăвăра Турă малашне те сăвап парса пулăшса тăтăр, кил-йышри тăнăçлăхпа татулăх нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Людмила Камасева, Валентинăпа Мария Никитинасем, Таисия Петрова, Любовь Григорьева, Мария Кириллова артистсем юбилее çемьен çеç мар, ял халăхĕн уявне куçарма пултарчĕç. Стас Георгиев музыка хатĕрĕпе пулăшса хавхалантарчĕ, Алевтина Данилова йĕркелесе ертсе пычĕ ăна.
Источник: "Ял ĕçченĕ"