Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ пĕчĕк пĕве

28 июня 2011 г.

Тĕпрен илсен, Тушкил ял поселенийĕнче ĕçлекенсем пуçăннипе икĕ пĕчĕк пĕве пĕвеленчĕ кăçал Клер çырминче. Асăннă çырма Тушкилпе Ямпулат ялĕсем хушшипе, икĕ яла пĕрлештерсе юхса выртать нумай çул хушши.

Пĕр пĕвине икĕ яла çыхăнтаракан кĕпер çывăхĕнче пĕвелерĕмĕр, теприне – Аслă пахча текен вырăнта. Пĕвелеме çапăсемпе, кивĕ улăмпа, тăпрапа усă курнă. Кивĕ улăма вырăнти депутат Владимир Маргушов тракторпа турттарса пырса пачĕ, тăприне – Игорь Иванов машинăпа. Аслă пахчари пĕвене тунă çĕрте упăшкипе арăмĕ – Викторпа Анна Григорьевсем те питĕ пулăшрĕç. Вĕсем çак вырăнта пурăнаççĕ, иккĕшĕ те хисеплĕ пенсионерсем. Виктор Григорьевича хăй вăхăтĕнче “ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят та панă.

Çапла икĕ пĕчĕк пĕве хушăнни те ялшăн начар мар: çулла шыв пухăнса тăрать вĕсенче, хур-кăвакал савăнать тата ытти те.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика