Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ватти çук та – латти çук»

04 марта 2011 г.

“Çамрăксен хаçатĕнче” Тушкил клубне хурласа пĕр материал пичетленнĕччĕ. Унта “...пĕр мероприяти те ирттермест клуб ертÿçи...” тесе çырнă Н.Николаева. Тем пек тăрăшсан та керменпе ун хуçин чысне варалайман çыру авторĕ. Редакци ĕçтешĕ Ольга Капитонова яла килсе тĕрĕслесе Николаевана хирĕçлесе, Н.Георгиева клуб ертÿçин чысне хÿтĕлесе “Суя сăмах никама та шеллемест, е Тушкилти клуб ертÿçин чысĕ таса” статья çырса кăларнăччĕ.
Акă февраль вĕçĕнче Тушкил клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ кружока хутшăнакансем чĕретлĕ савăнăçлă каç ирттерчĕç. Уява 7 класс хĕрĕсем “Офицеры” юрăпа пуçларĕç. Çавăн пекех М.Кирилловапа М.Никитинан илемлĕ сасси янăрарĕ сцена çинче.
Концерт хыççăн тушкилсем Альбина Никитина çырнă “Ватти çук та – латти çук” икĕ пайлă, пилĕк курăнуллă мыскара лартса пачĕç.
“Ан кулян эс, ан кулян. Ватлăх пăхнăшăн куçран”,– тесе юрлать паллă юрăç Василий Раймов.
Ватлăхран никам та тарса пытанаймĕ. Çапах та кашни çын ăна тĕрлĕрен кĕтсе илет: пĕри ывăлĕпе, кинĕпе савăнса пурăнать, теприн вара канлĕхне ваттисен çуртĕнче тупма тивет.
О.И.Сергеева пурăнса курнă, тăван килĕнче юратнă ывăлĕпе, ырă кăмăллă кинĕпе киленсе пурăнакан хĕрарăм рольне тĕплĕн уçса пачĕ. Верук чăннипех те телейлĕ пулнине выляса кăтартма пултарчĕ вăл.
Ватă çыннăн тăван кил-çуртĕнчен темле пулсан та тухса каймалла мар пек. Çапах та мыскарари Вĕçелиспа (Т.В.Петрова) Васса (Л.В.Григорьева) хăйсен ырăлăхне ваттисен çуртĕнче тупаççĕ. Вĕсен чун ыратăвне, асаплă ватлăхне выляса кăтартма пултарчĕç хĕрарăмсем. А.Янчуркинпа (Павăл – Васса ывăлĕ) О.Максимова (Марина – Вĕçелис кинĕ) вара халăха усал кинпе амăшне хĕнекен, ĕçекен арçын ролĕсене тĕрĕс калăпласа куракансене култарчĕç.
Чăн-чăн юрату таса та хăватлă. Чун-чĕререн саваççĕ пĕр-пĕрне Эдикпе Эльвира, вĕсен çутă юратăвне никам та аркатаймĕ тейĕн. Г.Осиповапа А.Васильев çамрăксем хушшинчи вĕри туйăма уçса пама пултарчĕç. Полина та Павăл патне качча каяс шухăшпа килнĕ. “Çитет ялтан-яла каччă шыраса çÿресе,”– тет вăл. Ав, çав тĕллевпе “хаяррине” те тупнă çапкаланчăк хĕрарăм. Чăн-чăн юрату пулсассăн килтен-киле çÿреттерет-ши? Тен, вăл ытларах “çуттине” кăмăллать? Çавăнпах пуль хăватлине пĕрле çакса килнĕ. Н.Цыганова ĕçме юратакан хĕрарăм сăнарне чăн пурнăçри пек выляса пачĕ.
Ватăсене хисеплекен çынсем пурах иккен, пурте эрех серепине лекмен-ха, “ясара” та кайман. Ав, Ирина (Л.Константинова) упăшки тем пек ĕçет пулсан та, хунямăшне хисеплесе ăна килне илсе каймашкăн ваттисен çуртне килет.
М.Никитина хĕр пулнине пăхмасăрах Павăл рольне халăха килĕшмелле вылярĕ. Хăй амăшне юратнипе вăл та Вĕçелиса тăван килне илсе каймашкăн килнĕ.
А.Никитина çырнă пьеса шартлама сивĕ пулнине пăхмасăрах ваттисемпе ачасене клуб тулли пухма пултарчĕ.
Спектакль чăннипех ăнăçрĕ. Çакăнта Ольга Ивановна Сергеева режиссерăн тÿпи те пысăк.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика