Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутейсем яланах пултаруллă

26 июня 2007 г.

Чутей – район хĕрринчи ялсенчен пĕри. 235 пурăнакан кил хуçалăх шутланать унта, тепĕр 38-шĕ хупăннă. Темиçе çул каялла кунти магазина тĕплĕ юсаса çĕнетнĕччĕ, суту-илÿпе йышăну пункчĕ туса хунăччĕ. Чăвашпотребсоюз пуçлăхĕ В.Павлов та килнĕччĕ ăна уçма.

Ун чухнех аван ĕçлетчĕç чутейсем, кашни уйăхри плана тултарса пыратчĕç. Валентина Николаевна Мясникова заведующи йĕркелесе пыратчĕ коллектив ĕçне. Вăл пĕчĕк ачапа декретлă отпускра пулнă хыççăн нумаях пулмасть тепĕр хут сентре умне тăнă. Надежда Николаевна Алексеевапа Светлана Николаевна Походкина сутуçăсем вăр-вар, кама мĕнле япала кирлипе интересленсех тăраççĕ. Çу уйăхĕнче чылай тавар сутма пултарнă вĕсем. Пĕрремĕш квартал планне те пур-нăçланине палăртма кăмăллă.

Кашни кун пĕр литрне 5 тенкĕ те 10 пуспа сĕт пухаççĕ су-туçăсем, пурĕ 60-50 литр кăна пулать-мĕн халь. Ялта виçĕ çĕрте сĕт пухаççĕ иккен те, ыттисем хаклăрах йышăнаççĕ ĕнтĕ. “Малтанхи çулсенче пĕр кунта 800 литра яхăн сĕт леçсе те курнă эпир”, – пĕлтереççĕ сутуçăсем.

Промышленнăç таварĕсемпе Чутейре тахçантанпа Светлана Колотушкина суту-илÿ тăвать. Вăл та ку ĕçре мухтава тивĕçлĕ, кашни уйăхри плана тултарать, тавар туянакансемпе яланах ăшпиллĕ. Тĕрлĕ эмел курăкĕ, кивĕ хут, çĕтĕк, тир пухса хатĕрлевçĕсене пулăшать хĕрарăм.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика