31 июля 2020 г.
Кăçал фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Европăри фашизма тата Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçни çинчен асăнни сăваплă. Чутей ялĕнчен 279 çын вăрçа тухса кайнă (тен, ытларах та), 147-шĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă е тыткăнра вилнĕ.
1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет Союзĕпе Япони хушшинче вăрçă пуçланнă. Забайкальск, 1 тата 2 Инçет Хĕвел тухăçĕнчи фронтсем лăпкă Тинĕс-çар флочĕ тата Амур юханшыв флотилийĕпе пĕрлешсе Япони çарĕсене хирĕç кĕрешнĕ. Ку вăрçа фашистла Германие хирĕç çапăçнă паттăр салтаксем те нумайăн хутшăннă. Чăваш енре çуралса ÿснĕ пин-пин çын Япони милитарисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ, çав шутра Чутей ялĕнчен — çирĕме яхăн. Вĕсем çапăçури паттăрлăхшăн тĕрлĕ медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Эпир Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсен ячĕсене нихăçан та манмăпăр. Анчах вĕсем пирĕн хушăра питĕ сахал юлнă. Чутей ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пĕр ветеран — Григорий Филиппович Морозов çеç пурăнать. Ăна çак çут тĕнче илемĕпе киленсе пурăнма сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Малалла сăмахăм Чутейре пурăннă Николай Григорьевич Шеруков вăрçă ветеранĕ çинчен пырĕ. Вăл 1927 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕне Николай ывăлĕ çуралнă хыççăн салтака илнĕ, çар училищине летчике вĕренме янă. Вăл хăвăрт вĕçекен 35 бомбардировка полкĕн 18-мĕш бомбардировка авиаци бригадин летчикĕ, аслă лейтенант званипе Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче пынă вăрçăра çапăçнă, 1940 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче пуçне хунă.
Н.Шеруковăн ачалăхĕ тертлĕ пулнă. Çемйи чухăн пурăннă, 6 ача ÿснĕ. Пуринчен ытла аслă ывăлне Николая йывăр килнĕ. Уроксем пуçланиччен ир-ирех вăл ĕнине кĕтнĕ, унтан шкула чупнă. Урана тăхăнмалли çуккипе çуркуннерен пуçласа пĕрремĕш юр ÿкичченех çара уран çÿренĕ. «Ура тĕпĕсем сăран пек хытса каятчĕç»,—хурланса аса илетчĕ Николай Григорьевич. Ăшă тумтир те пулман. Хĕллехи сивĕ çанталăкра амăшĕн калушне, çÿхе аçамне тăхăнса шкула чупма тивнĕ. Кĕнеке, тетрадь çитмен, апат-çимĕç енчен те питĕ начар пулнă.
Вăрçă пуçланнă çулне Николай вунтăваттă та тултарман. «1941 çулта эпир, 14 çулхи ачасем, фронта тухса кайнă арçынсем вырăнне ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпĕ колхозра лаша пăхрăм. Авăн уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач уйăхĕччен 7—8 класс ачисем, çамрăксем, хĕрарăмсем, вăрçа кайман арçынсем Кĕрше, Киччĕ ялĕсем çывăхĕнче хÿтĕ-ленÿ траншейисем чавнă. Киччĕ ялĕнче пĕччен пурăнакан, ачасăр кил хуçисем патĕнче 4—5 ача çĕр каçаттăмăр. Мĕншĕн тесен ирех ĕçе тытăнмаллаччĕ. Апатне колхозра пĕçерсе çитернĕ. Киле кайман, кайран Тăвай çывăхĕн-че траншея чавма пуçларăмăр. «Нимĕçсем Мускава илес пулсан, фронт линийĕ кунтан иртет»,—тесе ăнлантаратчĕç çитĕнни- сем. Дзот, çĕрпÿртсем, пулемет точкисем хатĕрлеттĕмĕр. 1941 çулхи хĕлле питĕ сивĕччĕ, урасем, алăсем хытă шăнатчĕç, тăм илетчĕ. Пирĕн бригадир И.П.Рожков 18 çул тултарсан вăрçа тухса кайрĕ те хыпарсăр çухалчĕ. Хĕлле çитĕннисемпе пĕрле пире те, ачасене, Шăмăршă, Буинск вăрман хуçалăхне пăравуссене çÿретме вутă-топливо турттарма яратчĕç. Вакунсем патне лашасемпе илсе тухаттăмăр. 1943 çулта мана, 15 çулхи йĕкĕте, 3-мĕш бригадăн уй-хир бригадирне суйларĕç. Ял çыннисем пухура: «Микулай пултарать, вăл çырма-вулама ăста. Эпир, çитĕннисем, ăна пулăшса пырăпăр»,— терĕç. Колхозра 7 бригада, кашнинче 20-шер çын пулнă. 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ çамрăксене ФЗОна янă. Çапла вара, Николай Григорьевич Атăл çинчи Энгельс хулине лекнĕ. 1944 çулхи чÿк уйăхĕнче вунçиччĕри яша Атăлçи çар комиссариачĕ хĕсмете илнĕ. Унтан Саратов, Пенза, Селикс хулисене илсе кайнă. «Иркутскра, Читара пĕр вăхăт пултăмăр, Нерчинскра тĕплĕнрех чарăнтăмăр. Командирсем пурте фронтовиксемччĕ. Пире НКВД салтак тумĕпе тивĕçтерчĕç. ППС автомачĕсемпе хĕçпăшаллантарчĕç. Кашни салтакпа уйрăм йĕркепе вĕренÿ пуçланчĕ. Çав шутра пире те Хĕвел тухăçнелле ăсатрĕç»,—тесе аса илетчĕ ветеран.
Августăн 9-мĕшĕнче çĕрле Н.Шеруков службăра тăнă полка тревогăпа çĕкленĕ те поездпа малалла илсе кайнă. «Анчах халĕ эпир ăçта каяссине пĕлтĕмĕр: яппунсене хирĕç вăрçăпа. Забайкальска çитрĕмĕр, унтан пире хамăр вырнаçмалли вырăна илсе кайрĕç. Нумайччен утрăмăр. Тусем хушшипе пытăмăр. Ту хысакĕсем çав тери çÿллĕ, тăррисем пĕлĕтсем хушшинче пытанаççĕ, тÿпе те курăнмасть. Ку ĕнтĕ Китай чикки пулчĕ. Вăрахчен хатĕрленнĕ хыççăн танксемпе пехота, вĕсем хыççăн эпир малалла кайрăмăр. Япони çар çыннисем 30—40 çухрăма яхăн хирĕç тăмарĕç. Вĕсем хăйсен позицийĕсене малтанах хăварса каялла чакни палăрчĕ. Тепĕр кунне эпир яппун салтакĕсене хăваласа çитрĕмĕр. Тăшман пире миномет çулăмĕ-пе кĕтсе илчĕ. Хаяр çапăçу пуçланчĕ»,—тесе каласа паратчĕ атте. Çак çапăçура вĕсен ротинчен 12 çын вилнĕ.
Н.Шеруков Маньчжури, Хайлар тата ытти Китай хулисене Япони милитарисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн çапăçнă (йывăр ятлă пулнăран хăш-пĕр хуласен ячĕсене ас туса юлман). Хайлар хулин пĕр районне штурмланă вăхăтра урине амантнă, анчах стройра юлнă. Тепĕр çапăçура снаряд ванчăкĕ сылтăм куçран кăшт аяларах пырса лекнĕ.
Совет Çарĕ Квантун çарне пĕтĕмпех аркатса тăкма тата иккĕмĕш тĕнче вăрçине вĕçлеме пултарнă 1945 çулхи (авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ). Ку вăрçăра 18 пин ытла совет салтакĕ вилнĕ.
НКВД конвой çарĕсен Хĕрлĕ Ялавлă дивизине тыткăна лекнĕ яппунсене сыхлама янă ăна.
Гарнизон писарĕн должноçне шаннă. Службăра чухне унăн йытăсене диверсантсем хыç-çăн йĕрлеме те вĕрентме тив- нĕ. «Çурисене ултă уйăхран вĕрентме пуçланă. Питĕ хаяр йыт çурисене суйланă»,—каласа паратчĕ вăрçă ветеранĕ.
Н.Шеруков Хĕрлĕ Çар ретĕнче çичĕ çул тăнă. Ăна «За победу над Германией в Великой Оте-чественной войне 1941—1945 г.г.», Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçăва хутшăннăшăн «За победу над Японией», «За доблесть и отвагу в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «Ĕç ветеранĕ», юбилей медалĕсемпе чысланă.
Николай Григорьевичăн ĕç стажĕ 49 çул. Вăл Творевски, Кежемски вăрман хатĕрлекен управленинче, Заярскри Таджиклеспромхозĕн шоферĕ-нче, Братск ГЭСне тунă çĕрте вăй хунă, Комире хăватлă тракторпа нефть кăларнă, Казахстанри çерем çĕрсене уçнă, Канск-Ачинск ăшă энергетика комплексне тунă çĕре хутшăннă. 1988 çулта пенсие тухнă пулин те совхозра уй-хир объездчикĕнче ĕçленĕ. Тÿрĕ кăмăллă, тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна хаклă парнесем, тав хучĕсем парса чысланă. Вăл кĕнеке-хаçатсемпе питĕ туслă пулнă, историе лайăх пĕлнĕ.
Н.Шеруков 1954 çулта Матрена Никоноровна Петровапа (унăн ашшĕ учитель пулнă, Латвие фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă) çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ.
Аслă Çĕнтерÿ тунă кашни салтакăн ячĕ мухтавлă. Вĕсен ячĕсем яланах пирĕн чĕресенче упранĕç.