17 сентября 2018 г.
Ăслăлăх пĕлĕвĕсен эрнинче Чутей ялĕнчи вулавăшра вĕренекенсемпе кăсăклă мероприяти иртрĕ. Пĕлÿ çулçÿревĕнче çăмăлах мар иккенне ăнланса илчĕç ачасем. Мĕн чухлĕ тавçăрулăх кирлĕ пулчĕ ăс-тăн конкурсĕсемпе илĕртÿллĕ викторинăсенче.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа хатĕрленĕ «Здравствуй, школьная пора!» курав тĕрлĕ литературăран пуян. Вĕсем шухăшлава аталантарма пулăшаççĕ, халиччен пĕлменнипе паллашма йыхравлаççĕ. «Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ»,- тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Кунти вулавăшра вара тавракурăма ÿс- термешкĕн темĕн тĕрлĕ кĕнеке, вĕренÿ пособийĕ, хаçат-журнал пур. Пушă вăхăта усăсăр ан ирттер, ан ÿркен, вула та вула.
Кăçал Иван Яковлев çулталăкĕ пулнă майăн, палăртнă ĕç-хĕле тепĕр хут пăхса тухрĕç библиотекарьпе пĕрле.