Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу кунĕсем – чи лайăх вăхăт ( ЯЛ ĚÇЧЕНĚ)

26 июня 2018 г.

Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул çумěнчи сывлăха çирěплетекен «Çăлтăрчăк» /«Звездочка»/ лагерьте 1 – 5 классенчи 20 ача каннă.

      Н. Куракина, А. Орлова воспитательсем, Г. Петрова ертӳçĕ, спорт енĕпе В. Шамбулин, канакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăракан Р. Гаврилова, Л.Беловăпа Л. Антонова тутлă апат пĕçерекенсем ачасен кашни кунĕ манăçми пултăр тесе тăрăшнă. Программăра кашни кунăн хăйĕн ячĕ пулнă: ачалăх, Пушкин, сывлăх, туслăх, спорт, çут çанталăк, çул- çӳревçĕсен, музей, хăрушсăрлăх, художниксен кунĕсем… «Раççей - манăн Тăван çĕршыв», «Эпир - наркотиксене хирĕç» мероприятисем те асра юлĕç.

     «Аль» ФСКна шыва кěме çӳреме те питĕ килĕшнĕ вĕсене. Кěçěнреххисем кунтах ишме вěреннĕ. Паллă вырăс поэчĕ А.С.Пушкин çуралнă кун çыравçăн юмахĕсене вуланă, вĕсенчи сăнарсемпе вăйăсем вылянă, ӳкерчĕксем тунă, викторина ирттернĕ. «Çăлтăр сехечĕ» ăс – тăн  вăййи хамăр тăрăхри эмел курăкĕсене  аван пĕлнине кăтартса панă.

        Хăрушсăрлăх кунĕн хăни çул çитменнисемпе ĕçлекен районти инспектор  А. Жилкина пулнă, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе интересленнĕ, пур çĕрте те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.

     Енĕш Нăрвашри музей директорĕ В.Петров ял историйĕпе, паллă çынсемпе паллаштарнă. Каннă вăхăтра ачасем ялти культура çурчĕпе библиотека ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннă. Театр кунĕнче, акă,  аслăраххисем юмахсенчи  геройсем пулса пĕчĕкреххисене савăнтарнă.

    «Манăн тĕнче» ятлă ӳкерчĕксен конкурсĕнчи ĕçсем вĕсен ырă чун - чĕрисене, телейлĕ пуласлăха шаннине кăтартса параççĕ. Эпир, çитĕннисем, ӳссе пыракан ăрăва сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

З. Иванова. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика