22 июня 2018 г.
Сывлӑхлӑ ҫын телейлӗ, вӑрӑм кун - ҫул пурӑнса ирттерет. Сиплев хуралĕнче тăртăрăшакансем мĕн ĕлĕкрен хисепре пулнă.
Акă, çын çураличченех тухтăрсен аллине лекет. Пулас ача амăшĕсен, вĕсен çуралман пепкисен сывлăхĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ медицина ĕçченĕсем. Пирĕн пĕтĕм пурнăç вĕсем пăхса тăнипе иртет. Врач профессийĕ — чи ырри, чи кирли.
Чутейри пӗтӗмӗшле медицина пулӑшӑвӗ паракан офисра М. Н. Васильева врач, В. С. Белова, Н. В. Походкина медсестрасем, Л. А. Белкова санитарка вӑй хураҫҫӗ. Тǎрǎшуллǎ шурǎ халатлǎ ĕçченсем темиçе хутчен манǎн пурнǎçа çǎлса хǎварнǎ.
Кӳршĕре пурǎнакан Валентина Белова медсестра инкекре яланах вǎхǎтра çитсе ĕлкĕрет, пĕрремĕш пулǎшу парать, районти васкавлǎ пулǎшǎва чĕнтерет. Вĕсем 15 минутрах çитеççĕ вара.
Валентина Сергеевна Канашри медицина училищинчен 1988 çулта вĕренсе тухнă. 1989 çултан пуçласах тăван ялта тăрăшать. Фельдшер, офис уçăлсан, врача пулăшакан пулса ĕçленĕ. Чирлĕ çынсемпе ăшшăн калаçать, кирлĕ сĕнусем парать. Çĕр варринче те унăн медицина пулăшĕвĕ пама кайма тивет. Ял - йыш ăна хисеплет. Мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Районти Акатуй уявĕнче Тăвай район администрацийĕ В. Беловăна çак пархатарлă ĕçре нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕсленĕшĕн Хисеп грамоти тата хаклă парне парса чысларĕ. Çĕртме уйăхĕнче унăн икĕ юбилей: медицинăра ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитрĕ тата çуралнăранпа 50 çул тултарчĕ.
З. Иванова.