Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк суйлавçăсен кунĕнче

01 марта 2016 г.

 Чутей шкулĕнче оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче "Эпĕ - пулас суйлавçă" вăйă-викторина иртрĕ. Унăн сценарине обществознани предметне вĕрентекен Иван Михайлович Васильев çырса хатĕрленĕ. 8, 9, 11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç унта.

Суйлав ирттермелли пỹлĕме плакатсемпе, стендсемпе илемлетнĕ. Малтанах Женя Рожковапа Лера Куприянова "Новое поколение" юрăллă-ташăллă номерпе савăнтарчĕç. Женя Шернепе Ангелина Шамбулина аван ертсе пычĕç уява.

Раççей гимнĕ янăранă хыççăн И.М.Васильев çамрăк суйлавçăсене, жюри членĕсене, килнĕ хăнасене саламларĕ. Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.П.Куклов, ял вулавăшĕнчи Е.И.Васильева библиотекарь суйлава мĕншĕн ирттернине, кашни сасă тăван çĕршывшăн пĕлтерĕшлине ăнлантарчĕç, ăнăçу сунчĕç çамрăксене.

Вăйăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 11 класс хĕрĕсемпе яшĕсем "Удача" тата "Золотой компас" ушкăнсене пайланса суйлавпа çыхăннă тест тĕрĕслевĕнче, брэйн-рингра хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç. Суйлавпа çыхăннă терминсене ăнлантарчĕç. "Суйлав лингвистики" конкурс тавçăруллисене палăртрĕ. Уйрăм парти членĕсен хăйсен программисемпе паллаштарма тиврĕ. Иван Васильев суйлава пуçласа хутшăнакансемпе блиц-турнир ирттерчĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта суйлав итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пропорциллĕ суйлав системипе (партисем тăратнă списоксенчи кандидатсене вĕсем пухнă сасăсемпе килĕшỹллĕн суйлани) "Золотой компас" ушкăн мала тухрĕ, мажоритарлă суйлавра Евгений Петров ("Удача"), Лидия Шоркина ("Компас") ытларах сасă пухса çĕнтерчĕç. Вĕренекенсем хăйсене чăн-чăн суйлаври пекех тытрĕç.

Юлашкинчен шкул директорĕ А.В.Гурина сăмах илчĕ. "Тĕлĕнмелле уяв иртрĕ шкулта. Çакăн пек массăллăн хутшăнмалли мероприятисем çамрăксемшĕн питĕ усăллă, туслăха çирĕплетме, ăнланулăха ỹстерме пулăшаççĕ вĕсем", - терĕ вăл.

Л.МИХАЙЛОВА. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика