30 октября 2015 г.
Пирӗн хушӑмӑрта ӗçчен те пуçаруллӑçынсем пур чухне Европӑри çӗршывсен санкцийӗсем хӑратаймӗç пире. Сӑмах кунта çавна май Чутей ялӗнчи Петровсен çемйи пирки пырать.
Пысӑк кил хуçалӑх вӗсен ялта. Илемлӗ, ултӑ кӗтеслӗ кирпӗч çурт, тӗреклӗ хуралтӑсем, ирӗклӗкартиш, улмуççиллӗ пахча… Кӗскен сӑнласан, куç умне çавӑн пек курӑнать Галина Максимовнапа Николай Николаевич Петровсен кил хуçалӑхӗ. Кил картинче вара тулли выльӑх-чӗрлӗх: ӗне кӑна тӑваттӑ тата тӗрлӗӳсӗмри выльӑхсем пур. Ӗнисем пурте пӑруланӑ, виççӗшӗ пӗрер пӑру, тепри йӗкӗреш туса панӑ. Пушмакӗ те вӑт-вӑт «çӑмӑлланмалла» пулнӑ, анчах ӑна сутса янӑ. «Хальтерех çеç тӑватӑ кун касулара пултӑмӑр»,-терӗ кил пуçӗ Николай Николаевич. Ӗни тӑваттӑ пулсан, сӗчӗ те сахал мар пухӑнать ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра та кашни икӗ кунта 120-шер литр таран сӗт сутнине калать. Çапла вара патшалӑхшӑн, рынокшӑн – паха продукци, çемьешӗн- хушма тупӑш. Чутей ялӗнчи пӗр çемьех темиçе çемьене тӑрантарать çапла. Питӗ пархатарлӑӗç. Çакӑншӑн çу каçа вӑй хурать çемье: выльӑх апачӗ хатӗрлет, касулана каять тата ытти те. Темиçе гектар çинче утӑлӑх курӑк çитӗнтереççӗ. Ӑна икӗ е виçӗ хут çулса илме тӑрӑшаççӗçу каçа. Çитмен пайне сутӑн илеççӗ. Çав шутран улӑм та туянаççӗ. Тар кӑлармасӑр, тӑкаксӑр нимӗн те кӗмест çӑвара. Çемье бюджетне - пушшех те. Ӗнисене хӑйсемсӗр пуçне ачисем те сӑваççӗ, вӗсене те хӑнӑхтарнӑ ку ӗçе.
Общество ӗçӗнчен те пӑрӑнмаççӗ. Кил хуçи Николай Николаевич районти политика партийӗсенчен пӗрне ертсе пырать. Хӑй вӑл вӑрман енӗпе вӗреннӗ. Мӑшӑрӗ, Галина Максимовна, учительница, Чутейри вӑтам шкулта математикӑпа информатика предмечӗсене вӗрентет. Кӗçӗн Кибеч хӗрӗ 1984 çулта институт хыççӑн Чутейри шкула ӗçлеме килнӗ- килмен паллашнӑ вӗсем пӗр-пӗринпе, пӗрремӗш тӗл пулу каçӗнчех каччӑ хӗре юратса пӑрахни çинчен пӗлтернӗ. Çакнашкал пылак сӑмах такамӑн чунне те ирӗлтерет ӗнтӗ. Çапах та çемье чӑмӑртиччен тепӗр тӑватӑçул иртнӗ вӗсен.
Çапла чӗрӗк ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнаççӗ. Юрату никӗсӗçинче ачасем çуралнӑ- виçӗ ывӑл та пӗр хӗр вӗсен. Хӗрӗ, Наташа, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче экономика факультетӗнче пӗлӳ илнине каларӗç. Кӗçӗнни, Евгений, ялти шкула вунпӗрмӗш класа çӳрет. Вӑл кӗрешессипе спорт мастерӗн кандидачӗ. Тепӗр ывӑлӗ, Александр, Кӑнтӑрти электричество сечӗсен предприятийӗнче мастер. Анатолий çар хӗсметӗнчен килнӗренпех Мускава ӗçлеме çӳрет. Сӑмах майӑн асӑнсан, Николай Николаевич хӑй те йышлӑçемьерен, ултӑ ача ӳснӗ вӗсем. Ашшӗ, Николай Григорьевич Шеруков, телее, пурӑнать-ха. Вӑл Аслӑ вӑрçӑ участникӗ. Хӑйӗн çурт-йӗр унӑн. Хӑех апат пӗçерсе çинине калать. Паллах, пӗччен çынна ачисем те пулӑшсах тӑраççӗ, куçран вӗçертмеççӗ. Çавӑнпа атте те вӑл. Анчах ашшӗ те ачисене асрах тытать, укçа-тенкӗпе пулӑшса вӗсен пурнӑçри тӑкакӗсене саплаштарма тӳпе хывать.
Çирӗп кил хуçалӑх Чутейри Петровсен. Хӑйсен çемье ферми теме те пулать. Мӗншӗн ялти предпринимательлӗх теес мар вӗсен пуçаруллӑ хастар ӗçне? Ял пурнӑçӗн йӗркине тата çирӗплӗхне упрани, кил хуçалӑха çапла аталантарни экономикӑна, çемье бюджетне кӑна мар, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне те ырӑ витӗм кӳрет. Çамрӑксемшӗн уйрӑмах тӗслӗх.
И. Гладков.