Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнпа Шупашкара спектакль курма

13 ноября 2015 г.

Ушкăнпа Шупашкара спектакль курма

Каникул вăхăтĕнче ачасем шкул алăкне уçман кун та пулмарĕ. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.И.Титова йĕркеленĕ программа тăрăх пурнăçланса пычĕç мероприятисем. Чи малтанхи куна сывлăха çирĕплетессине халалларĕç. Кĕçĕн класс ачисем тĕрлĕ вăйă выляса савăнчĕç. Тепĕр кунне аслă классем вĕрентекенсемпе волейболла выляса мала тухрĕç.

Чутей шкулĕн библиотекарĕ Н.К.Филиппова "Кивĕ хута - иккĕмĕш пурнăç" акцие хутшăнас ыйтупа ачасемпе учительсене хăй патне пуçтарчĕ. Пурте ĕçе активлă пуçăнчĕç, вĕренме юрăхсăр кĕнекесене пуçтарса шпагатпа тирпейлĕн çыхса ăсатрĕç.

Каникулти чи пысăк пулăм вăл - шкул ачисемпе амăшĕсем ертсе пыракансемпе пĕрле Шупашкара спектакль курма кайни. 35 вырăнлă автобуспа инçе çула тухрăмăр, ушкăнра - 3-11 классенче вĕренекенсем. Уйрăмах вунпĕрмĕш классем çунатланчĕç. Тахçантанпах ĕмĕтленнĕ-çке вĕсем шкул пĕтериччен пĕрле çул çỹреве тухма!

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чăвашсен чи юратнă поэчĕ çинчен "Вĕри юнлă çемçе чун" ятлă спектакль куртăмăр. 25 çул çеç пурăннă поэтăмăр. Константин Иванов рольне Валерий Карпов артист питĕ ăста вылярĕ. Çамрăк сăвăç ашшĕ килĕнче тата Чĕмпĕр хулинчи И.Я.Яковлев шкулĕнче тĕрĕслĕхшĕн мĕнлерех çуннине кăтартса пачĕ.

Юрри-ташшисем питĕ килĕшỹллĕ. Чăн-чăн чăваш кĕввисем янăраççĕ. Улах ларнине, çамрăксем вăййа тухнине ĕненмелле вылярĕç артистсем.

Спектакль хыççăн ачасем хăйсен шухăш-кăмăлĕсемпе пайларĕç. Лида Шоркинапа Женя Петровăн (11 кл.) шухăшĕсем: "Артистсенчен кашниех хăйсен ролĕпе тыткăнларĕ куракана. Кунтах Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекен çамрăксен шỹчĕ, савăнăçĕ, кулянăвĕ, тарăхăвĕ. Поэт ашшĕн хытăлăхĕ, усаллăхĕ, чеелĕхĕ курăнать. Ку спектакле кашни чăваш ачин курмалла, пĕрре те ỹкĕнмĕр". Варя Скворцова (9 кл.): "Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекен çамрăксен тыткаларăшĕ, калаçăвĕ кăмăла кайрĕ. Уйрăмах хамăр ентеш, Тăрмăшра çуралса ỹснĕ Сергей Иванов артист Иоаким Максимов-Кошкинский рольне ăста вылярĕ. Чи хурлăхри вара - К.В.Иванов ỹпкепе чирлĕ пулни. Час-часах ỹсĕрет, вилетĕп пуль, тет. Ăна питĕ шел пулчĕ".

Кĕçĕнрех класри ачасене те килĕшрĕ спектакль. Вĕсем шур сухаллă Аслă улăпа, чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлева "чăннипе" курнăшăн хĕпĕртерĕç. Акă мĕн пĕлтерчĕç Каринăпа (3 кл.) Лена (4 кл.): "Питĕ сумлă утать, çирĕппĕн калаçать, кирлĕ чух вăрçса та илет. Шкул ачисем унран хăраса тăраççĕ, тарса та пытанаççĕ".

Пĕтĕмĕшле каласан спектакль пурин кăмăлне те кайрĕ, татах та театра килес кăмăл çуралчĕ. Тавах чăвашсен пултаруллă артисчĕсене, чăваш культурине çỹле çĕклекенсене. Шкул директорне А.В.Гуринăна çула тухма ирĕк панăшăн тав тăватпăр.

Л.МИХАЙЛОВА.

Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика