23 октября 2015 г.
Çитěнсе пыракан çамрǎк ǎрǎва патриотла воспитани парасси - пěтěмěшле пěлÿ паракан шкулсен чи кирлě задачисенчен пěри. Тǎван çěршыва юратма вěрентесси, çěршыв умěнче гражданла тивěçсене пурнǎçласси, вǎрçǎ историне, районти, республикǎри, çěршыври çынсен мирлě тата вǎрçǎ вǎхǎтěнчи паттǎрлǎхěсем çинчен пěлесси - кашни ачан, çамрǎкǎн тивěçě.
Çак кунсенче Чутейри вǎтам шкулта "Патриотла воспитани парасси" темǎпа районти шкулсенчи директорсен воспитани енěпе ěçлекен çумěсен семинар-канашлǎвě иртнě. Хǎнасене Чутей шкулěнчи директор çумě Л.Титова çак тěллевпе туса ирттерекен ěçсем çинчен презентаци кǎтартса каласа панǎ. Истори тата ОБЖ урокěсене ертсе пыракан И.Васильев хайěн ěçěнчи опытпа, шкул ачисен çитěнěвěсемпе паллаштарнǎ. Семинартисене çамрǎк армеецсен "Орленок" командин "Никам та манǎçман, нимěн те манǎçман" тата ЮИДД отрячěн "Пěрле - çул çинчи хǎрушсǎрлǎхшǎн" ятлǎ программисем кǎмǎла кайнǎ.
Канашлӑва хутшӑннисем Чутейре вěренекенсен çитěнěвěсем çултан çул ÿссе пынине палǎртса хǎварнǎ.
З.Иванова. Чутей ялě.