23 октября 2015 г.
Хальхи вӑхӑтра ялсенче, хуласенче чӑваш чӗлхи çухалса пыни уçӑмлӑн курӑнса тӑрать. Çамрӑк ашшӗ-амӑшӗ ачисене çуралсанах вырӑсла калаçтарма тытӑнчӗç. Шкулта та ытларах вырӑсла сӑмахлаççӗ. Вырӑсла вӗренеймен, чӑвашла маннӑ, тетчӗç ӗлӗкрех вырӑсла тӗрӗс калаçма пӗлменнисене. Шкул çулне çитсен вӗрентекенсене питӗ йывӑр килет кун пек ачасемпе.Чӑвашла тӗрес пӗр предложени те çавӑрттарса калаймаççӗ-çке-ха. Çурри вырӑсла, çурри чӑвашла пулса тухать вара. Пакша ӳкерчӗкне кӑтартса ку мӗн?- тесе ыйтсан, ача: «Ку белка»,- тесе хуравлать. Сочинени, изложенисенче шухӑшне уçса параймасть.Тӗрлӗ уявсене ача садӗнчен пуçласах вырӑсла ирттеретпӗр. Ватӑсем çакӑншӑн питӗ кӑмӑлсӑр: «Вырӑссем хӑйсен чӗлхипех калаçаççӗ-çке. Пирӗн вара чӑвашла сӑвӑсем, юрӑсем итлес килет»,- теççӗ.Чӑваш чӗлхипе тухакан хаçатсене ял çыннисем юратсах вулаççӗ: «Вырӑсла ӑнланма йывӑр, чӑваш чӗлхиех пире çывӑх»,- теççӗ. Тата хӑш-пӗр çынсем çапла калаççӗ: «Пирӗн чӑваш чӗлхипе мӗн тумалла?» Ют чӗлхе питӗ аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, çыннӑн. Чӑваш чӗлхи вӗсемсӗрех вӑйлӑ тата хӑватлӑ!
Çапла вара сыпӑкран-сыпӑка чӑваш чӗлхин сӑмахӗсем пӗрерӗн-пӗрерӗн манӑçа юлса пырса , вӗсен вырӑнне урӑх чӗлхе сӑмахӗсем кӗрсе вырнаçаççӗ. Ачасене хамӑр йӑла-йӗрке, культура урлӑ чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланма, ӑна юратма вӗрентмелле. Эпир хальлӗхе тӑван чӗлхемӗре упрама, ӑна тӗп пуянлӑх вырӑнне хурса хисеплеме пӗлейместпӗр-ха. Иркутск облаçӗнче пурӑннӑ чухне /виçӗ çул хушшинче, 4-6 çулсенчеччӗ эпӗ/ чӑвашла маннӑччӗ. Тӑван яла таврӑнсан питӗ тимлесе, юратса итлеттӗм чӑвашла калаçнине. Мана вӑл, пӗчӗкскере, питӗ çепӗç, çемçе туйӑнатчӗ. Нивушлӗӗмӗрсем иртсен янӑравлӑ, çепӗç чӑваш чӗлхи çухалӗ?
Тутарсенех илер-ха акӑ. Хӑйсен чӗлхине питӗ хисеплеççӗ.Телевизорпа ытларах тӑван чӗлхепе калаçаççӗ, юрӑсем янӑраççӗ, тутар чӗлхине вӗрентеççӗ, тутарла куçарнӑ кинофильмсем, спектакльсем кӑтартаççӗ. Эпир пӗчӗк чухне пирӗн те, чӑвашсен хӑйсен уйрӑм канал пурччӗ. Урамри çынсем пӗр-пӗрин патне пуçтарӑнса чӑвашла спектакльсем, концертсем кураттӑмӑр. Халь ун пек мар.
Пирӗн чӗлхепе темиçе пин çул аттесем, асаттесем, мӑн асаттесем калаçнӑ, эпир тӗнчене çуралса анне аллинче выртса чи малтан илтнӗ чӗлхе те чӑваш чӗлхиех, эпир чӑвашла калаçса ӳснӗ. Юлташсемпе выляса çӳренӗ чухне те, ӳссе çитӗнсен те хамӑр ял-йышпа, юратнӑ туссемпе, кӳршӗ-аршӑсемпе эпир вырӑс е тутар чӗлхипе калаçман, чӑвашлах сӑмахланӑ. Çуралнӑ çӗршывран уйрӑлса аякка каймалла пулсассӑн, çул çинче чӑвашла калаçнине илтсессӗн, эпир хамӑр çын тесе, савӑнмастпӑр-и? Чӑвашла каланӑ сӑмах пирӗн чуна епле пырса тивет, епле савӑнтарать. Тӑван халӑха юратакан çынсем, чӑваш чӗлхине ан манӑр, ӑна ан çухатӑр. Ӑна çухатсан эпир хамӑр та çухалӑпӑр, чӑваш ячӗ те пӗтет.
З.Иванова, Чутей ялě.