Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă та сăваплă ĕçре

06 октября 2015 г.

Пархатарлă та сăваплă ĕçре

Тăвай районĕнчи вунă шкулта 183 педагогика ĕçченĕ вăй хурать, вĕсем 1596 ачана пĕлỹ параççĕ. Учительсем инновациллĕ ĕçе хастар хутшăнаççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ, тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерỹçисем пулса тăраççĕ.

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Паллах, пур професси те кирлĕ. Учитель ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна вара ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, ăслă, талантлă, культурăллă, хисеплĕ, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан вĕрентекен кăна пултарĕ. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни - пысăк ăсталăх. "Иккĕмĕш анне",- теççĕ вĕрентекене. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель те çавăн пекех савса кăмăллать. Амăшĕ хăй тĕпренчĕкне ырă сунать - учитель те ыррине çеç сунать. Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе пурăнать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те, çĕршыва юрăхлă та тивĕçлĕ çын ỹстерме тăрăшать.

Манăн сăмахăм малалла ырă, ăш пиллĕ, ятлă- сумлă çын, коллективра хисеплĕ, ачасен, ашшĕ-амăшĕн юратнă учителĕ, пуçламăш классене вĕрентекен Елизавета Ефремовна Николаева çинчен. Вăл 1960 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама Канашри педагогика училищине çул тытнă. 1979-1980 çулсенче Амалăх ялĕнче вĕрентнĕ. Шупашкарта ача садĕнче, вĕрентỹ пайĕнче, тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Заочно йĕркипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Халĕ Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта тăрăшать. Кĕçĕн классене вĕрентнĕ май социаллă педагог тивĕçне те пурнăçланă. Православи тĕнĕн культурине вĕрентет. Концертсенче куракансене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлать. Елизавета Ефремовна тата унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсем йышăнаççĕ. Пултаруллă педагог Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

Елизавета Ефремовна мăшăрĕпе, Владимир Николаевичпа, икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Çак кунсенче Е.Николаева 55 çул тултарчĕ. Хам ятран тата ĕçтешĕсен, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе çуралнă кунпа тата вĕрентекенсен уявĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, нумай çул пурăнма, яланах хальхи пек ырă та ăшă чунлă пулма сĕнетĕп.

Педагогсем - кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем. Тайма пуç сире, учительсем!

З.ИВАНОВА. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика