16 июня 2015 г.
1799 çулхи июнěн 6-мěшěнче вырăссен аслă поэчě А.С.Пушкин çуралнă. Вăл нумай сăвă, поэма, повеç, юмах çырнă. Унăн произведенийěсене тěрлě халăх юратса вулать. Поэтăн чаплă юмахěсемпе ачасем пěчěклех паллашаççě. Пушкин кунне пирěн çěршывра кашни çулах ирттереççě.
Чутейри вăтам шкул çумěнчи çуллахи лагерьте çак кун хаваслă иртрě. Уявра В.С.Куприянова воспитатель ачасене Александр Пушкин кун-çулěпе паллаштарчě, презентаци кăтартрě. Поэт çинчен нумай çěнни пěлчěç лагерьтисем. Викторинăра хěр ачасен команди çěнтерчě. Унтан ачасем тěрлě юмах сыпăкěсене выляса кăтартрěç. Костюмсен куравě иртрě. Кунта пулăçă - старикпе карчăк, ылтăн пулă, ылтăн автанпа асамçă, Балдапа шуйттан, виçě хěрпе Салтан патша, Людмилăпа Руслан, Елисей пулчěç. Юмахри геройсен тумěсем пурне те килěшрě.
Юратнă поэт çуралнăранпа 200 çул ытла иртрě пулсан та, ăна пурте асра тытаççě. Унăн произведенийěсем тăрăх ӳкернě киносене, мультфильмсене юратса кураççě, кěнекисене вулаççě.
З.Иванова.
Чутей ялě.